Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлне халалланă чупу
Пурăннă пулсан чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, СССР космонавт-летчикĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Паттăрĕ Андриян Григорьевич Николаев авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче 75 çул тултармаллаччĕ. Шел, кăçалхи утă уйăхĕнче вăл пурнăçран уйрăлса кайрĕ...
А.Г.Николаев юбилейне халалласа республикăра тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Вĕсенчен пĕри - Чăваш Республикинчи çăмăл атлетсен чупăвĕ. Вăл авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче пĕр харăсах республикăн пилĕк кĕтесĕнчен пуçланчĕ. Елчĕкрен пуçланнă чупу Тăвай, Вăрмар, Куславкка районĕсенчи ялсем витĕр иртсе паян Шуршăла çитет.
Виçĕм кун çăмăл атлетсене Елчĕкрен ăсатса ячĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул стадионĕ ирхине 8 сехетре вĕренекенсемпе тулчĕ. Старта тухакансене ырă сунса район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ П.Ефимов, райадминистрацин çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Н.Малышкин, кире пуканĕ йăтассипе Европа чемпионĕ, Чăваш ял хуçалăх академийĕн преподавателĕ Б.Глинкин, Чăваш Республикинчи кире пуканĕ йăтакансен федерацийĕн ертỹçи Ю.Карпов, Елчĕк - Тăвай, Вăрмар - Куславкка - Шуршăл чупăвĕн руководителĕ, Çĕнĕ Шупашкарти спорт комплексĕн аслă тренерĕ В.Васильев сăмах каларĕç, шкул ачисене физкультурăпа, спортпа туслашма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, Андриян Николаев пек хăюллă та паттăр пулма чĕнсе каларĕç.
Акă çăмăл атлетсем çула тухаççĕ. Елчĕк шкулĕнче вĕренекен 100 ытла ача Таяпа Энтри шкулĕ патне чупса çитме старт илчĕ. Ушкăнра аслисем те пур: шкулти физкультура учителĕ Н.Волков, райадминистраци работникĕсем Н.Адюков, Н.Малышкин, Тỹскелти А.Волков.
Часах чупу участникĕсем Таяпа Энтринчи шкула çитрĕç. Шкулти класс тулашĕнчи ĕçсене ертсе пыракан Р.Никитина ачасене Андриян Николаев космонавт пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Кĕçех участниксем Кĕçĕн Таяпана чупса кайрĕç. Малалла чупу Аслă Таяпа, Чăваш Тăрăм ялĕсем витĕр иртрĕ. Пур çĕрте те çăмăл атлетсене ăшшăн кĕтсе илсе ăсатса ячĕç.
Кăнтăрла иртсен чупуçăсем Чăваш Тăрăмĕнчен тухса Тутар Республикин чиккинчен каçрĕç, Тăвай районне кĕчĕç. Кунта вĕсене Чăваш Чутейĕнче шкулта вĕренекенсем, çăмăл атлетикăна юратакансем кĕтсе илчĕç. Эстафета малалла кайрĕ.