Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

АРИС служба пĕлтерет

Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче тĕш тырă культурисене 11951 гектар (86 процент) вырнă, 11541 гектарне (вырнин 97 процентне), пурĕ 196330 центнер çапса тĕшĕленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 17 центнер. 8990 гектар (çапса тĕшĕленин 78 проценчĕ) çинчи улăма пухса хушăксене хывнă. 2967 тонна (66 процент) вăрлăх хатĕрленĕ. Кĕрхи культурăсем акма 3181 гектар (80 процент) çĕр хатĕрленĕ. 4 гектар нимĕç пăрçи çапнă. 3296 гектар (16 процент) кĕрхи çĕртме тунă. 1791 гектар (45 процент) кĕрхи культурăсем акнă. Карл Маркс ячĕллĕ, "Свобода" хуçалăхра ĕç кал-кал пырать. Кунта 350-142 гектар çинче кĕр тыррисем акса хăварнă. 346 гектар (41 процент) кукуруза вырнă. 114 гектар (36 процент) çĕр улми аври çулнă. "Прогресс", Карл Маркс ячĕллĕ, "Труд", "Свобода", "Сатурн", "Искра", "Комбайн" хуçалăхсем тĕш тырă культурисене пĕтĕмпех пуçтарса кĕртнĕ.



"Елчĕк Ен"
03 сентября 2004
00:00
Поделиться