Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Нимĕçсем пулăшма шантараççĕ

     Раççей Федерацийĕпе Федеративлă Германи хушшинче тунă килĕшỹ тăрăх Германире ял хуçалăх, апат-çимĕç, потребительсен прависене хỹтĕлекен федераллă министерство представителĕ Хайко Яннерман ертсе пыракан ушкăн пирĕн республикăри Куславкка тата Елчĕк районĕсенче пулнă. Елчĕкре хăнасене район хăй тытăмлăх пуçлăхĕ Н.Миллин йышăннă. Вĕсем "Прогресс" хуçалăхăн фермисенче пулса курнă, районти паллă вырăнсемпе паллашнă.

     Район администрацийĕнчи тĕл пулура хăнасем районти ялсенче сĕт пахалăхне тĕрĕслекен пĕчĕк лабораторисем вырнаçтарса парасси çинчен сăмах пуçарнă.



"Елчĕк Ен"
01 сентября 2004
00:00
Поделиться