Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Культура ертỹçисем Елчĕкре пулнă.

     Чăваш Республикинчи район администрацийĕсен культура пайĕсен ертỹçисем пирĕн районта пулнă. Вĕсем кăçал Республика кунне йышăннă Елчĕк районĕпе паллашнă. Район центрĕнчи тĕп лапамра, ача-пăча стадионĕнче, культурăпа кану паркĕнче, историпе тавралăх музейĕнче, Аслă Таяпари хулашра пулнă. Нумайăшĕ Елчĕк районĕнче пĕрремĕш хут мар. Çавăнпа вĕсем юлашки вăхăтра пирĕн патăмăрта ырă улшăнусем пулнине, район центрĕ хитреленнине, паянхи Елчĕк питĕ килĕшнине палăртнă.

     Районсенчи администрацисен культура пайĕсен ертỹçисем, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, массăллă коммуникаци тата архив ĕçĕн министерствин ертỹçисем çула май Елчĕке Хусанта, чăвашсен Ылтăн ункинче - Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн авалхи хулисенче, Кăнна Кушкинче пулнă хыççăн кĕрсе тухнă.



"Елчĕк Ен"
01 сентября 2004
00:00
Поделиться