Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

АРИС служба пĕлтерет

     Çурла уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче тĕш тырă культурисене 11431 гектар (82 процент) вырнă, 10846 гектарне (вырнин 95 проценчĕ), пурĕ 186143 центнер çапса тĕшĕленĕ. "Прогресс", "Свобода" "Заря", "Искра", "Рассвет", "Комбайн" хуçалăхсем тĕш тырă культурисене пуçтарса кĕртнĕ.

     8187 гектар (çапса тĕшĕленин 75 проценчĕ) çинчи улăма пухса хушăксене хывнă. 2846 тонна (кирлин 63 проценчĕ) вăрлăх хатĕрленĕ. Кĕрхи культурăсем акма 3156 гектар (80 процент) çĕр хатĕрленĕ. Кĕрхи культурăсем 1661 гектар (42 процент) акнă. 2819 гектар (19 процент) кĕрхи çĕртме тунă. 273 гектар (33 процент) кукуруза вырнă. "Прогресс", "Яманчуринский", "Сатурн", "Нива", "Рассвет", "Кушкă" хуçалăхсенче ĕç лайăх пырать. 86 гектар (27 процент) çĕр улми аври çулнă. "Колос" хуçалăхра 6 гектар çинчен çĕр улми пухса кĕртнĕ.



"Елчĕк Ен"
01 сентября 2004
00:00
Поделиться