Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

А.Николаева халалланă чупу.

     Ыран СССР летчик-космонавтне Андриян Николаева асăнса республикăн пилĕк кĕтесĕнчен пĕр харăсах эстафета чупăвĕ пуçланать. Пирĕн районтан чупу Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул умĕнчен 8 сехетре старт илет. Чупу маршручĕ малалла Таяпа Энтри, Кĕçĕн Таяпа, Аслă Таяпа, Чăваш Тăрăм ялĕсем витĕр иртет. Кăнтăрла иртсен Елчĕксем эстафетăна Тăвай районĕнчи Чăваш Чутейне параççĕ.

     Чупăва хутшăнакансем эстафетăна пĕр-пĕрне парса авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче космонавт çуралса ỹснĕ Шуршăла çитеççĕ. Чупăва шкул ачисене кăна мар, çитĕннисене - сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене пурне те чĕнеççĕ.



"Елчĕк Ен"
01 сентября 2004
00:00
Поделиться