Тăрăшнин усси пур
Хавхаланса ĕçлени палăртнă тĕллевсене пурнăçлама май парать. Умри йывăрлăхсене пăхмасăр, фермăра тăрăшакансен иксĕлми вăй-халне пула кăçалхи 7 уйăхра продукци туса илессине ỹстертĕмĕр. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 157 центнер ытларах, пурĕ 744 центнер аш-какай, 33 центнер ытларах, пурĕ 3568 центнер сĕт туса илтĕмĕр. Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 58 центнер аш-какай, 279 центнер сĕт тивĕçет. Паллах, выльăхсен хисепне те чакармастпăр. Фермăри выльăх-чĕрлĕхе хĕл тапхăрĕнче тăрантарма ытлăн-çитлĕн апат хатĕрлесе хăварассишĕн тимлетпĕр. Кĕске вăхăт хушшинчех кирлинчен 2 хут ытларах сенаж хывма ĕлкĕртĕмĕр. Çумăрлă çанталăка пула малтан сахалрах утă хатĕрленĕччĕ. Уяр вăхăтпа усă курса çак таранчченех утă тюклатпăр, паха апата фермăри склада вырнаçтаратпăр. Ку чухне пур ĕç те пĕр вăхăтра килнине, ĕç алли сахал пулнине шута илсе хуçалăхри специалистсем, бухгалтери ĕçченĕсем - пурте хире тухрăмăр. Кооператив правленийĕ çине тăнипе фермăра пысăк юсав ĕçĕсем пурнăçлама май килчĕ. Çамрăк пăрусен витине реконструкци турăмăр, ĕçлеме, выльăхсене усрама меллĕ туса хатĕрлерĕмĕр ăна.