Юратнă ĕç, ăшă йăва - унта çемье тĕрекĕ.
Ĕç çукки çамрăк çынна аталанма памасть, пурăнмалли çурт çукки ĕçлес пултарулăха чакарать. Вăйпитти çамрăкăн çапла майпа пурнăç интересĕ пĕтет, вăл çемье çавăрас ыйтăва та хыçала хăварать. Ахальтен мар юлашки çулсенче Раççейре, çав шутра Чăваш Республикинче те, çамрăксен ыйтăвĕсене мала хурса вĕсене çурт-йĕр çавăрма, лайăх пĕлỹ илсе ĕçе вырнаçтарма ытларах тимлĕх уйăраççĕ. Ĕç вырăнне тупнă специалист хавхаланса ĕçлесе пысăк çитĕнỹ тутăр, яллă вырăнтах тĕпленсе малалла аталантăр тесе "2010 çулчченхи тапхăрта Чăваш Республикинчи ялсене аталантарасси" тĕллевлĕ программа та пулăшать. Акă, çак кунсенче çеç район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин районти тĕрлĕ хуçалăхсенче ĕçлекенсене çурт-йĕр çавăрма кредит уйăрасси çинчен свидетельствăсем парса саламларĕ. Ултă ĕçчен хушшинче çамрăксем те пур. Шăпах вĕсенче - яла тĕпленсе ял хуçалăхне малалла аталантарас шанчăк.
Патшалăх енчен хăйсене çапла ăнланнине, пулăшнине курса ялти вăл е ку отрасльте вăй хуракан çамрăксем тата та тăрăшарах ĕçлесси иккĕлентермест. Çамрăк специалистăн хăйĕн çурчĕ, юратнă ĕç вырăне пулни вара хăйех çунат хушать, пурнăçа юратса пурăнма май парать.
Субсиди илекенсен шутĕнче "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче зоотехник пулса ĕçлекен Алексей Владимирович Трофимов та пур. Алексей ял хуçалăх академийĕнче аслă пĕлỹллĕ специалист дипломне алла илсенех çуралса ỹснĕ тăван яла, тăван хуçалăха таврăннă. Çулталăка яхăн вăл халь "Рассвет" хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ăратне ỹстерессипе, ĕрчетессипе тимлет. Çурт-йĕр çавăрма шутланă çамрăк çемьесене те асăннă субсиди пысăк пулăшу парать. Каялла тавăрса памалла мар, сахалах мар укçа-тенкĕ строительство ĕçĕсене мала яма нумай пулăшать. Акă, çак кунсенче "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕçлекен Теллинсен çамрăк çемйи патшалăх пулăшăвне илчĕ. Федор Борисовичпа Алина Алексеевна иккĕшĕ те хуçалăхра тăрăшаççĕ, пĕр ача çитĕнтерсе хăйсен йăвине çавăраççĕ.
Çурт-йĕр çавăрма укçа-тенкĕллĕ пулма май паракан свидетельство илнисем хушшинче çамрăк çемьесем татах та пур. "Нива" хуçалăхра тăрăшакан Астрахановсем, "Яманчуринский" хуçалăхран Андреевсем, "Комбайнран" Абрамовсем. Вĕсем те патшалăх пулăшăвĕпе усă курса çурт-йĕрлĕ пулма, ял хуçалăхĕнче тăрăшса вăй хума пултараççĕ.
Çапла майпа аслă пĕлỹ илнĕ, тĕрлĕ сферăра ĕçлекен çамрăксем çеç мар, ял хуçалăхĕнчи тĕрлĕ ĕçре тăрăшакансем те патшалăхран пулăшу илсе çурт-йĕр çавăраççĕ. Субсидие каялла тавăрса памалла маррине шута илсен, ял хуçалăх ĕçченĕсене патшалăх тата ытларах тимлĕх уйăрать теме те пулать. Çакăн валли тăван çĕре юратса ĕçлемелле çеç.