Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Малашлăха курса

     "Елчĕкри апат-çимĕç комбиначĕ" сахал яваплă общество "Чăвашьенкрахмал" сахал яваплă обществин структурине кĕрет. Унăн генеральнăй директорĕ А.С.Кудряшов, пурнăçпа пĕр тан утса пыма хăнăхнăскер, çулталăк пуçламăшĕнче апат-çимĕç комбиначĕн коллективĕ умне нефть кăларакансем валли усă курма ятарлă крахмал кăларакан çĕнĕ лини тума тĕллев лартнăччĕ. Çак ĕçсене йĕркелесе ертсе пыма предприяти директорне В.Немцева шаннă. Сăмах май каласан, Владимир Владимирович хăйĕнчен те çирĕп ыйтаканскер, рабочисемпе специалистсене те дисциплинăна пăхăнса ĕçлеттерме пĕлет. Коллектив пĕр шухăшлă пулса тăрăшни сая каймарĕ. Паянхи куна çĕнĕ лини хатĕр.

     Пĕрремĕш продукцие Уфари, Мускаври, Пермьри, Оренбургри нефтьпе газ тĕпчев наука институчĕсене крахмал экземплярĕсене анализ тума ярса панă та ĕнтĕ. Паян-ыран результатсем хатĕр пулмалла. Çав вăхăтрах нефть кăларакансем валли усă курма кăларакан ятарлă крахмала тупăшлă вырнаçтарас пирки Раççей нефтяникĕсемпе килĕшỹсем тăвас ĕç пырать.

     "Елчĕкри апат-çимĕç комбиначĕ" сахал яваплă общество ертỹçисем çĕнĕ тыр-пула сутăн илесси çинчен те ял хуçалăх предприятийĕсем килĕшỹсемпе çирĕплетеççĕ. Апат-çимĕç комбиначĕ Тутарстанри, Ульяновск облаçĕнчи тата Чăваш Енри хăш-пĕр районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе вĕсен тыррине туянасси пирки калаçса татăлнă. Çакă вĕсемшĕн меллĕ. Мĕншĕн тесен тавар хакĕ, килĕшỹре çирĕплетнĕ пек, вăхăтра укçапа татăлса пыни те, вĕсене тивĕçтерет. Хальхи вăхăтра комбинат уйăхсерен 50-60 тонна ыраш авăртса экструзивлă крахмал, 100 тонна яхăн шурă çăнăх, пакетлă кисель тата тĕрлĕ йышши макарон кăларать. Рабочисен уйăхри вăтам ĕç укçи 3 пин тенкĕпе танлашать. Ăна вĕсем вăхăтра илсе пыраççĕ. Апат-çимĕç комбиначĕн коллективĕ рынок йывăрлăхĕсене çĕнтерсе шав малалла талпăнать, Елчĕксен ырă ятне татах та çỹлерех çĕклеме тăрăшать.



"Елчĕк Ен"
25 августа 2004
00:00
Поделиться