Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

АРИС служба пĕлтерет

     Çурла уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче тĕш тырă культурисене 8693 гектар (62 процент) вырнă, 8039 гектарне (вырнин 92 процентне), пурĕ 142704 центнер çапса тĕшĕленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 17,8 центнер. Чи пысăк тухăç "Прогресс" хуçалăхра - 30,0 центнер, "Свобода" хуçалăхра - 23,3 центнер, "Кушкă" хуçалăхра - 22,8 центнер. Кĕрхи культурăсене акма 2904 гектар (73 процент) çĕр хатĕрленĕ. Кĕрхи культурăсене 861 гектар (22 процент) акнă. Ленин, К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхсенче 35 гектар хуратул вырнă. 5665 гектар (çапса тĕшĕленин 70 проценчĕ) çинчи улăма пухса хушăксене хывнă. 2013 тонна вăрлăх хатĕрленĕ. 132 гектар кукуруза вырнă. "Колос", "Восход" хуçалăхсенче ир ĕлкĕрекен çĕр улми авăрне 33 гектар çинче çулнă.



"Елчĕк Ен"
25 августа 2004
00:00
Поделиться