Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕçре сатур, пурнăçра маттур

     Елчĕкри "Спутник" ООО В.Чернов ертсе пынипе газ кĕртес енĕпе монтаж ĕçĕсем тăвать. Унта тăрăшакансем хăйсен ĕçне тĕплĕ, пĕлсе тăваççĕ. Кỹлпуçĕнче пурăнакансем вĕсен ĕçĕпе кăмăллă. С.Печков мастер ĕçре хастар, пурнăçра чăн-чăн паттăр. В.Трифонов газосварщик ун çинчен каласа парсан чăннипех тĕлĕнтĕм.

     Нумаях пулмасть ĕçрен таврăннă чух вĕсем Аслă Елчĕкре пурăнакан Перцевсен хуçалăхĕнче пушар тухнине курнă. Часрах çитсе кил хуçи хĕрарăмне больницăна ăсатнă, ун хыççăн каялла таврăннă. Пушар сỹнтерекенсем пỹртре газ баллонĕ пулни çинчен каланă, анчах никам та шала кĕме хăюлăх çитереймен. Сергей Николаевич Печков ним шутласа тăмасăрах пỹрте ыткăннă, çунакан газ баллонне чỹречерен урама ывăтнă.

     "Мĕнле вара хăрамасăрах çунакан газ баллонне яра тытрăн" тесе ыйтсан, вăл сăпайлăн çапла хуравларĕ: "Хăраса, шутласа тăма вăхăт пулмарĕ. Кашни çеккунт хаклă ун пек чухне. Баллон çурăлса кайиччен ĕлкĕресчĕ тесе çеç шутларăм".

     Чавсине амантнипе çĕвĕ ларттарнă пулин те кашни кун ĕçе кайнă Сергей Николаевич. Ял çыннисене хăвăртрах газ кĕртсе парас тесе тăрăшать.

     Район администрацийĕн пуçлăхне Н.П.Миллина чĕререн тав тăвас килет. Вăл тăрăшнипе Елчĕк çĕнелсе улшăнчĕ. Ялсенче газ çунма пуçларĕ. Хăш-пĕр районсенче газ кĕртесси темиçешер çула тăсăлать. Елчĕк енре вара çак ĕçе кĕске вăхăтра вĕçлеме палăртнă. Газ кĕртсе пĕтерсен, шыв пăрăхĕсене хута ярсан Елчĕк тăрăхĕнче пурнăç хуларинчен те лайăхрах пулĕ.



"Елчĕк Ен"
25 августа 2004
00:00
Поделиться