Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

16:30 "Трактор" операци

   Халĕ районта августăн 31-мĕшĕччен "Трактор" операци-уйăхлăх пырать. Тракторсем, хăй тĕллĕн çỹрекен ытти машинăсем, вĕсен прицепĕсем техника ыйтăвĕсене мĕнле тивĕçтернине, механизатăрсем çул çỹремелли йĕркесене пăхăннине куллен тишкеретпĕр. Шел пулин те, пур çĕрте те йĕркене пăхăнни туйăнсах каймасть.

    "Авангард", К.Маркс ячĕллĕ, "Мир", "Надежда", "Дружба", "Звезда" тата ытти хуçалăхсенче пулнă хыççăн, вĕсенче техникăна тивĕçлипе пăхса тăни курăнмасть: тракторсемпе прицепсен çутă сигналĕсем ĕçлемеççĕ, тракторсен двигателĕсенчен дизель топливи, çу юхать. Вĕсене те вăхăтлă тасатмаççĕ - тусан, пыльчăк хуçаланать. Çавăн пекех руль управленийĕ те йĕркеллĕ мар, чылай тракторсем çинче трактор коробки скорость çинче чухне двигателе чĕрсе ямалла мар блокировка установкисем юсавсăр. Мĕнле кăна çул çине, ĕçе кăларса яраççĕ ши вĕсене специалистсем.

    Тĕрĕслев вăхăтĕнче çакă та палăрать: чылай механизаторăн техника çỹретме ирĕк паракан удостоверенисем çук - вĕсене механизаторсем çухатасран хăраççĕ мĕн.

    Хальхи вăхăтра районти хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем пыраççĕ. Çав вăхăтрах выльăх апачĕ хатĕрлесси те хĕрсех пырать. Çавăн пекех хуçалăхсенче ĕçлекен уйрăм çынсене те утă валеçеççĕ. Кунта вара каллех йĕркесĕрлĕх хуçаланать. Мĕнле техника кăна хутшăнмасть-ши. Юсавли те, çула тухма юрăхсăрри те пур вĕсен хушшинче, анчах та юсавсăриссем нумайрах. Кун пек чухне инкек патне пĕр утăм. Утă, улăм туртарнă чухне çынсене прицеп, кузов çине лартса çỹреççĕ, документсем те çук. Çавăнпа та хуçалăхсенчи техникашăн яваплă механизаторсем, специалистсем, руководительсем халĕ питĕ тимлĕ пулмалла, техника хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла.

    Çав çавах тракторсемпе прицепсене, комбайнсене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларман тĕслĕхсем те сахал мар. Акă, "Авангард", К.Маркс ячĕллĕ, "Мир", "Надежда", "Звезда" хуçалăхсенче çакăн валли укçа-тенкĕ те тупаймаççĕ. Тен вĕсен ертỹçисемпе техникашăн яваплă специалистĕнчен тата та çирĕпрех ыйтасса кĕтеççĕ.

    Вырма ĕçĕсене хуçалăхсенче 122 комбайн хутшăнать. Шел пулин те весенчен 63-шĕ анчах тĕрĕслев витĕр тухнă. Ыттисене вара çаврăнакан узелсене, агрегатсене ятарлă хатĕрсемпе хупламан, пушар сỹнтермелли хатĕрсем те çителĕксĕр. Çак çитменлĕхсене çывăх вăхăтрах пĕтермелле. Кайран "чавса çывăх та çыртма çук" тесе каламалла ан пултăр.



23 августа 2004
00:00
Поделиться