Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Завод сезона хатĕр.

     "Чăвашьенкрахмал" предприятире çĕнĕ сезона хатĕрленсе хĕрỹ ĕçсем пыраççĕ. Халĕ насуссемпе моторсене, пĕтĕм технологи линине тĕрĕслев витĕр кăларассипе, кăлтăксене пĕтерессипе ĕçлеççĕ. Çывăх кунсенчех завод çĕр улми йышăнса унран крахмал кăларма хатĕрленсе çитет. Иртнĕ çулсенче пĕр сезонра 2-3 пин тонна çĕр улми ĕçлесе хатĕрленĕ пулсан, кăçал ĕç коллективĕ хăй умне 10 пин тонна продукци туянса унран крахмал кăларма тĕллев лартнă. Çĕршывра апат-çимĕç промышленноçĕ аталанса пынă май, кондитер, çăкăр завочĕсем крахмал туянассине çулран-çул ỹстерсе пыраççĕ. Çавна май "Чăвашьенкрахмал" предприятире те крахмал ытларах кăларасшăн.

     Çĕр улми сутакан ял хуçалăх предприятийĕсене хавхалантарас енĕпе завод руководстви кăçалхи килĕшỹ çине çĕнĕлĕхсем кĕртрĕ. Тĕслĕхрен, çĕр улми сутнăшăн типĕ крахмалăн 60 проценчĕпе виçĕ кунтан е 1 эрне хушшинче укçан татăлать. Унсăр пуçне, 30 километртан инçерех вырнаçнă ял хуçалăх предприятийĕсен çунтармалли-сĕрмелли материалсен тăкакĕсене завод хăй çине илет.

     Иртнĕ çулсенче крахмала çĕр улмирен çеç кăларнă, чĕр тавар пĕтнĕ хыççăн завод чылай вăхăт ĕçлемен пулсан, кăçал крахмал кăларакан технологи линийĕ чарăнмалла мар. Малашне крахмала тырăран кăларма шутлаççĕ. Çак установкăна пуçтарас ĕç кĕçех вĕçленмелле. Унăн проектне "Чăвашьенкрахмал" предприятин генеральнăй директорĕ А.Кудряшов хăй хатĕрленĕ. Малашнехи плансем тăрăх, çĕр улмирен те, тырăран та крахмал туса кăлармалла.

     Крахмал завочĕ аслăланса пынă май, кунта малашне ĕçлеме тĕрлĕ специалистсем кирлĕ пулаççĕ. Завод слесарь-наладчиксене, электриксене, сварщиксене, тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен рабочисене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме пултарать. Ĕçе çынсене автобуспа илсе çỹреççĕ, кунне пĕр хутчен тỹлевсĕр вĕри апат çитереççĕ, ĕç укçипе вăхăтра тивĕçтереççĕ.

     Çĕр улми пулса çитесси нумай юлмарĕ. Завод вара хăйĕн вун иккĕмĕш сезонне уçать. Пĕтĕм Раççейĕпе паллă "Чăвашьенкрахмал" предприяти çĕршыва кирлĕ таварпа тивĕçтерес тĕллевпе сарлака çулпа сулмаклăн утать.



"Елчĕк Ен"
17 августа 2004
00:00
Поделиться