Савăнатпăр ачасемпе.
Василий Андреева час-часах Лаш Таяпа - Яманчỹрел çулĕ çинче велосипедпа пынине курма пулать. Велосипед унăн чи юратнă транспорчĕ шутланать. Вăл хăвăрт утассипе тĕнчипе паллă Владимир Андреевăн ашшĕ. Василий Пантелеймонович, Яманчỹрел каччи, Лаш Таяпа хĕрĕпе Валентина Пантелеймоновнăпа пĕрле çемье çавăрнă. Виçĕ ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Миша - юрист, милици шкулĕнче вĕрентекен пулса ĕçлет. Лариса - Ял хуçалăх академийĕнче аслă пĕлỹ илнĕ, халĕ заводра ĕçлет. Владимира вара тĕнчипе, Раççейĕпе паллаççĕ. Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ вăл. 1989 çулта тĕнче класлă спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Икĕ хутчен Олимп вăййисене хутшăннă. Тĕнче Кубокĕн бронза, кĕмĕл призерĕ.
Чăн та, мĕнле савăнмăн-ха çавăн пек ачасемпе.
- Вова икĕ класс пĕтериччен вĕсем Яманчỹрелĕнчен Лаш Таяпана куçса кайрĕç. Питĕ сăпайлă, тирпейлĕ ачаччĕ, халĕ ăна телевизорпа пăхса савăнатăп, - тесе каланăччĕ пĕррехинче унăн пĕрремĕш учителĕ Офимия Ивановна Кондратьева.
- Ваçук тете, кама хывнă-ха сирĕн Вова.
- Хамах пулĕ, амăшĕ - лăпкă, эпĕ - вĕри чăваш. Манăн та Хисеп грамотисем нумай. Салтакра чухне тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă. Виçĕ çул хушшинче Польшăра, Украинăра, Германире пулса куртăм. Ытларах 3-5, 8-10 çухрăма чупнă. Салтакран таврăнсан урамри ачасене ăмăртмалла чуптараттăмччĕ. Çĕнтерỹçĕсене канхвет парса савăнтараттăмччĕ. Вова та хамах хывнă.
- Эсир ывăлăр ăмăртнине курма çỹретĕр-и.
- Çывăхра ирттерекен ăмăртусене мăшăрăмпа, ял йышпа пĕрле хаваслансах курма каятпăр. Ют патшалăхрисене çĕрле тăрса телевизорпа пĕр куç илмесĕр пăхса ларатпăр. Телевизор тенĕрен, пĕрре интереслĕ тĕслĕх пулса иртнĕччĕ. Ĕçĕ-пуçĕ унчченех пулнă. Вова ун чухне Сиднейра (Австралире) ХХVII çуллахи Олимпиадăра. Пирĕн яла вăл вăхăтра район администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ П.Блинов килнĕччĕ. Мана курсан: - "Владимира телевизорпа куратăр-и(" - тесе ыйтрĕ. Эпĕ вара: "Çук, телевизор çĕмĕрĕлнĕ", - тесе хуравларăм. Тепĕр кунне вăл пире "Чайка" телевизор парнелерĕ.
- Савăнмалла çеç çакăн пек ывăл çитĕннĕшĕн.
- Сăмах та çук. Лаш Таяпа шкулĕ те халĕ пирĕн ывăл - Владимир ячĕпе хисепленет. Вĕренекенсемпе тĕл пулăва час-часах чĕнеççĕ. Елчĕкри музейра та ăна халалласа кĕтес уçнă.
- Ваçук тете, эсĕ хăш ял çынни пулатăн. Хаçатсенче Владимира пĕрмаях Лаш Таяпа каччи тесе çыраççĕ.
- Никама та кỹрентерес килмест. Лаш Таяпа ялне те хăнăхрăм, Яманчỹрелне те чун туртать. Иккĕшĕ те тăван ял пекех. Халĕ Грецин тĕп хулинче - Афинăра ХХVIII Олимп вăййисем иртеççĕ. Унта Владимир Андреев та çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче ирхине 9 сехетре 20 çухрăма старта тухать.
Сенкер экран умне ларма ан манăр.