Конкурс çĕнтерỹçисем паллă.
Ялсене архитектура енчен тивĕçлĕ сăн-сăпат кĕртес, социаллă пурнăçпа инженери инфраструктурине лайăхлатас, унпа пĕрлех, ял администрацийĕсен пуçарулăхне ỹстерес тĕлĕшпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин "Ял илемĕ" конкурс ирттересси çинчен йышăну çирĕплетнĕренпе 3 уйăх çитрĕ. Иртнĕ кунсенче комисси итогсене пĕтĕмлетнĕ. 4 номинаципе иртнĕ конкурса, Хăвăлçырма ял администрацийĕсĕр пуçне, пурте хутшăннă. Ял администрацийĕсем çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăнса пуçарулăх кăтартнине ырламалла анчах. Конкурса тăратнă чи лайăх материалсене суйласа илнĕ хыççăн комисси членĕсем тепĕр хут вырăнсене çитсе курчĕç, чи илемлĕ, тирпейлĕ ялсен урамĕсене, уйрăм кил-çуртсене хăйсен куçĕсемпе курса ĕненчĕç.
"Тĕп усадьба" номинацире чи лайăххи Курнавăш ял администрацийĕ пулнине палăртрĕç комисси членĕсем. Ку чухне, паллах, конкурс условийĕсем мĕнле пурнăçланнине чи малти вырăна хунă. Ялта пулса курмасăрах пурин çинчен те уçăмлăн, тĕплĕн пĕлтерекенни ку тĕлĕшпе хатĕрленĕ материалсен пуххи. Курнавăш ялне чи илем кỹрекенни тĕп урам шутланать. Кунтах хуçалăх правленийĕпе ялти культура çурчĕ, Курнавăшри база шкулĕ, чиркỹ вырнаçнă.
Курнавăш ялĕн тĕп урамне Николай Порфирьев, Анатолий Светопольский, Евлампия Смирнова, Петр Ефимов, Изосим Светопольский хуçалăхĕсем илем кỹреççĕ. Курнавăшра ĕçчен, тăрăшуллă, юрă-ташăра сатур, спортра маттур ĕçченсем пурăнаççĕ. "Нива" хуçалăхри арçынсен, хĕр-арăмсен волейбол командисем - нумай ăмăртусен призерĕсем.
"Тĕп усадьба" номинацире иккĕмĕш вырăнта - Аслă Пăла Тимеш ял администрацийĕ, виççĕмĕш вырăнта - Аслă Елчĕк ял администрацийĕ.
"Хăйне евĕрлĕ ял" ята Çирĕклĕ Шăхаль тата Сăрьел ял администрацийĕсем çĕнсе илчĕç. "Раççейĕн аякри вырăнĕ" номинаципе, шел пулин те, Кĕçĕн Таяпа ял администрацийĕ Кĕçĕн Патрекел ялĕ пирки анчах материалсене конкурса тăратнă. "Чи лайăх хушма хуçалăх", пĕр сăмахсăрах, Кĕçĕн Таяпари Виталий Петрович Васильев хуçалăхĕ. Васильевсем мĕн тери ĕçчен çемье пулнине таврари ялсенче те лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем хăйсен 1 гектар пай çĕрĕ çинче çулсерен тухăçлă пахча çимĕç, çĕр улми ỹстерсе сутнинчен сахал мар тупăш илеççĕ. Вĕсен утар та пур. "Васильевсен çукки мĕн пур-ши." - теççĕ ял çинче. Ĕçчен çынсем анчах çакăн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх усрама пултараççĕ: романовский ăратри ĕнесемпе сурăхсем, йышлă хур-кăвакал, чăх-чĕп, кăркка... Çак номинацири иккĕмĕш вырăна икĕ уйрăм хуçалăха - Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Карчиковсене тата Кавалти Федоровсене палăртнă, виççĕмĕш - Сăрьелĕнчи Салахутдиновсем.