Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕçе вăхăтлă туни аван

"Комбайн", "Прогресс", "Нива", "Сатурн", "Труд" хуçалăхсенче çу пуçламăшĕнчен тытăнсах фермăсене хĕле хатĕрлес ĕçе пикенчĕç. Вырма пуçланиччен вĕсенче нумай ĕç туса ирттерчĕç. Кĕске вăхăтра уйрăмах пысăк ĕç пурнăçлама вăй çитернĕ "Комбайн" хуçалăх пирки калас пулсан, кунта сысна фермин икĕ витине те тĕпрен реконструкци турĕç. Çура илекен, самăртакан витери урайсене улăштарчĕç, ку чухне керамзит бетонпа усă курчĕç, клеткăсене кирпĕчрен купаларĕç. Хăма урай час çĕрет, çавна май ăна тăтăш çĕнетсе тăмалла, ку чухне тăкаксем сахалрах пулччăр тесе акционерсен "Прогресс" обществин фермисенче те, кашни çул юсав ĕçĕсене пурнăçламассерен, хăма урайсене улăштараççĕ, ăна кирпĕчрен, керамзитпа бетонран тăваççĕ. Сăмах май, "Комбайн", "Прогресс" хуçалăхсенче юсав ĕçĕсене фермăра тăрăшакансен вайĕпех пурнăçланă. Çавна май выльăх-чĕрлĕх пăхакансен çу уйăхĕнче пушă вăхăт пулманпа пĕрех. Ун вырăнне çак тапхăрта вĕсем пĕр харăс икĕ ĕçре тăрăшнинчен самай укçа-тенкĕ ĕçлесе илме те пултарнă. "Нива" хуçалăхра фермăсенче юсав ĕçĕсем тума Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта аслă классенче вĕренекенсем пысăк пулăшу панă. "Труд" хуçалăхра ĕç алли çитменни куç кĕрет. Апла пулин те кунта çак вăхăтчен алă усса ларман. Пăру витине, самăртакан сыснасен витине тĕпрен юсама май тупнă. Фермăсене юсас тĕлĕшпе лайăх ĕçлекен хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлесси те кал-кал пулса пырать, "Авангард", "Дружба", "Восход", "Звезда", "Искра", Андреев ячĕллĕ, "Була" хуçалăхсене вара нихăш енĕпе те мухтаймăн. "Була", Андреев ячĕллĕ хуçалăхсенче сенаж хывма пуçăннă анчах, "Знамя", "Кушкă", "Була", "Восход" хуçалăхсем çак куна çитсе те çамрăк пăрусене хĕл кунĕнче тăрантарма пĕр пĕрчĕ утă хатĕрлеймен.



"Елчĕк Ен"
17 августа 2004
00:00
Поделиться