Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ял хавалĕ иксĕлмест

           Çанталăк условийĕсене кура кăçалхи вырма уйрăмах йывăр килнĕ тапхăрта та "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи ĕç-хĕл яланхилле ăнса пырать. Хуçалăх ертỹçи, вăтам сыпăкри специалистсем кашни кунхи ĕçе пĕлсе, кирлĕ пек йĕркелесе ертсе пыни, ял хавалĕ иксĕлми пулни умри йывăрлăхсене хăюллăн çĕнтерсе пыма май парать. Хĕрсе выльăх апачĕ хатĕрлемелле чухне кун-çĕр çумăрлă тăнине те сăлтав вырăнне хумарĕç кунта. Çанталăк уяртнă самантсемпе усă курса фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма ытлăн-çитлĕн пахалăхлă сенаж хывса хăварма пултарчĕç. Çав вăхăтрах нумай хуçалăхсенче йĕпе-сапана пула çĕршер гектар лаптăкри çулса пăрахнă курăк юрăхсăра тухрĕ. "Комбайн" хуçалăхра вара чи йывăр условисенче вăй хума малтанах тĕплĕн хатĕрленнĕ: ял хуçалăх машинисене шанчăклăн юсанă, вĕсене чи опытлă механизаторсене шаннă, тухăçлă ĕçлеме мĕнпур условисем туса панă. Паянхи кун тĕлне кунта хăйсене кирлинчен икĕ хут ытларах сенаж хывнă. Апла пулин те, çак ĕç малалла пырать. Нумай çул ỹсекен курăксене иккĕмĕш хут çулса утă хатĕрлеме шутлаççĕ. Иртнĕ эрне кун хуçалăхра тĕш тырă культурисене вырма тухрĕç. Владимир Анисимовпа Вячеслав Капламов экипажĕсем канмалли кунсенчи уяр çанталăкпа усă курса 92 гектар çинче çитĕннĕ пăрçана вырса кушăхтарма паккуссене хыврĕç. Валерий Андреев механизатор çав вăхăтра кĕрхи ыраша тỹрреммĕн çапса тĕшĕлерĕ. Сăмах май, ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Гурий Федоров палăртнă тăрăх, ытти çулсенчи пекех, ĕççине хăвăртлатас, ку чухнехи тăкаксене чакарас тесе тĕш тырă культурисен ытларах пайне тỹрреммĕн çапса тĕшĕлеме палăртнă. 1000 гектар ытла йышăнакан тыр-пулăн кирек хăш анинче пулса ан кур, пур çĕрте те таса, çум курăксăр. Çĕр улмипе пахча çимĕçе пухса кĕртнинчен те хуçалăхăн мулĕ самай пухăнмалла. Ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхăн техника паркне ку чухнехи çĕнĕ йышши ял хуçалăх машинисемпе пуянлатма та вăй çитсе пырать. Черетлĕ вырмана "Красноярскри комбайнсен завочĕ" производство пĕрлешĕвĕ кăларакан çĕнĕ йышши, ĕç тухăçлăхĕ пысăккипе палăрса тăракан "Енисей" "уй-хир карапĕпе" тухрĕç. Унсăр пуçне икĕ плуг, культиваторпа сеялка туяннă. Çапла майпа çанталăкĕ уяр тăрсан, хуçалăхра хĕрỹ тапхăрта ĕçлеме мĕнпур майсем çителĕклĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем тĕлĕшĕнчен те чăрмав пулмалла мар. Кашни ĕç вĕçе-вĕçĕн пулса пырать. Çак вăхăт тĕлне кĕрхи культурăсене акма 300 гектара яхăн çĕр хатĕрленĕ. Ку чухне хуçалăхра агротехника хушнă йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ. "Унсăрăн ыраш çăкăрĕ çиеймĕн", - тет хуçалăх председателĕ. Сăн ỹкерчĕксенче: Вячеслав Капламов механизатор. Ăна вĕр çĕнĕ "Енисей" комбайн шанса панă; Питтĕпел бригадин уйĕнче ĕç шавĕ самантлăха та чарăнмасть, кунта нумай çул ỹсекен курăксене çулаççĕ. Вĕтетнĕ симĕс массăна ферма çывăхĕнчи траншейăна сенажлăх хываççĕ. Бригада бригадирĕн пулăшаканне Геннадий Тимофеева, Вениамин Теллин водителе тата КСК-100 агрегата ĕçлеттеркен Николай Лаврова хĕрỹ ĕçрен самантлăха чăрмантарма тиврĕ.



"Елчĕк Ен"
04 августа 2004
00:00
Поделиться