Вăхăта усăллă иртерчĕç
Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта кăçал вĕренекенсен ĕçпе кану лагерĕ ĕçлерĕ. Çĕртме уйăхĕнче вĕсем вăхăта савăнăçлă ирттернисĕр пуçне хăйсен юратнă шкулне нумай усă пачĕç: пахча çимĕçе çум курăкран тасатрĕç, шăварчĕç. Шкул территорийĕнче те пĕр çуп-çап хăвармарĕç. Илемшĕн те нумай тăрăшрĕç - классене сăрласа капăрлатрĕç. Хăйсемех вĕренеççĕ-çке çав шкулта. Çĕнĕ вĕренỹ çỹлĕ пуçлансассăн таса та тирпейлĕ классенче пĕлỹ пухма та кăмăллă пулать. Кану сехечĕсенче те пушă лармарĕç ачасем. Тăтăшах стена хаçачĕсем кăларчĕç, концертсем хатĕрлерĕç. Çамрăксен пултарулăхне вĕрентекенсемпе ял халăхĕ пăхса савăнчĕ. Сывлăха çирĕплетес тĕлĕшпе те шкулта ачасем тĕрлĕрен спорт вăййисем ирттерчĕç. Ачасем чупса, сиксе, кире пуканĕ йăтса ăмăртрĕç, футбол, баскетбол, волейбол вăййисене вылярĕç. Хаваспах çỹрерĕç ĕçпе кану лагерьне ачасем. Вăхăт сисĕнмесĕрех иртрĕ. Ачасен асĕнче асăнмалли самантсем нумай хăварчĕ лагерь.