Пушарăн алли вăрăм
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин кашни тунти кун райадминистрацин пайĕсен, ял администрацийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен канашлăвĕ Елчĕк районĕнчи çар комиссариачĕн çĕнĕ ертỹçисемпе паллаштарнинчен пуçланчĕ. Атăлçи Урал çар округĕн командующийĕн приказĕпе Елчĕк районĕнче çар комиссарĕ пулма Валерий Венадьевич Буклаков подполковника, çар комиссарĕн çумне Эдуард Георгиевич Петров капитана уйăрса лартнă. Вырсани кун кăнтăрла Аслă Елчĕкре пушар тухнă. Район администрацийĕн пуçлăхне Н.П.Миллина пушара сỹнтернĕ çĕрте пулма тивнĕ. Çакă ăна районти, ялсенчи пушар хуралĕсен службисен ĕç-хĕлне хаклама май панă. Çынсем каланă тăрăх, пушар пулнă урамра телефонсем ĕçлемен. Çавна пула ун çинчен района самантрах пĕлтерме май килмен. Елчĕкри пушар хуралĕн икĕ автомашини, унтан "Прогресс" хуçалăхăн техники Аслă Елчĕке чи малтан çитнĕ. Вăл вăхăт тĕлне икĕ килĕн хуралтисене вут-çулăм хыпса илнĕ ĕнтĕ. Пушар машинисем шывĕсене сапса пĕтернĕ. Анчах вĕсене улăштаракан пушар машинисем пулман. Тарасаран ăснă шыв сапса тăнипе çеç вута алхасма паман. Ялти пушар машини кая юлса çитнĕ. Анчах мотор сỹнсе ларнă та вырăнтан хускалайман. Ăна пушар патĕнчен туртса илме трос та самантрах тупăнман. Вутта сỹнтерсен Аслă Пăла Тимешрен пушар машини килсе çитнĕ. Ытти ялсенчен курăнман... Юрать-ха çав кун уяр, çилсĕр тăнă. Урамĕпех çунса кайма пулать вĕт. Пушарта пĕр çын çунса йывăр суранланнă. Район пуçлăхĕ çак пулăм çинчен каласа панă май ялсенче пушар машинисем çав çавах бензинсăр, юсавсăр ларнине палăртрĕ. Ку енĕпе пĕрлешỹллĕ хуçалăхсене çеç шанни çителĕксĕр. Пушар сỹнтерекен машинăсене юсавлă тытса тăрассишĕн, урамсене шыв тытакан емкоçсем лартассишĕн, пĕвесемпе кỹлĕсем патне шыв тултарма вырăнсем тăвассишĕн ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем яваплă. Аслă Елчĕкре вара пушар машини юсавсăрри, колонкăсенче шыв çукки инкек тухсан палăрнă. Вăрă вăрлать - хăварать, пушар нимĕн те хăвармасть. Çакна кашни çын асра тытмалла. Ялсене тирпей-илем кĕртесси Республика кунĕ иртнĕ хыççăн манăçнă. Елчĕк урамĕсенче, хуралтăсем çывăхĕнче каллех çум курăк алхасма тытăннă. Ку енĕпе малалла ĕçлемелле те ĕçлемелле. Çынсен культурине ỹстерме сахал мар вăхăт кирлĕ пулас. Район администрацийĕн пуçлăхĕ районти шкулсемпе ясли-садсенче Америкăран килнĕ вĕренесене касса улма-çырла, илем кỹрекен йывăçсем лартасси пирки сăмах пуçарчĕ. Вĕрентỹ управленийĕн пуçлăхне А.Ф.Ишмуратова кăçалхи кĕркуннех ĕçе пуçăнма хушрĕ. Канашлура района çут çанталăк газĕ кĕртесси мĕнле пыни çинчен "Канашмежрайгаз" ОООн Елчĕкри участокĕн начальникĕ А.М.Львова каласа пачĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 1961 килте, çав шутран утă уйăхĕнче 561 килте "кăвак çулăм" çунма тытăннă. Юлашки вăхăтра ку енĕпе Кушкă ялĕнче лайăх ĕçленĕ. Кĕçĕн Таяпа, Тĕмер, Аслă Таяпа, Елчĕк ял администрацийĕсене кĕрекен ялсенче питĕ сахал ĕç тунă. Кирек мĕнле пулсан та çурла уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле районта 3500 киле газ кĕртмелле. Çакăн çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ тепĕр хут аса илтерчĕ. Патшалăх çут çанталăк газĕ кĕртекен ватăсене - сахал тупăшлăскерсене - оборудованисем туяннăшăн, монтаж тунăшăн пулакан тăкаксен 70 процентне кăçалхипе иккĕмĕш çул саплаштарать. 2004 çулта ку енĕпе ватăсене пулăшма района 500 пин тенкĕ уйăраççĕ. Унăн пĕр пайĕ района килнĕ ĕнтĕ. Документсене хатĕрлемелли йĕрке пирки ял администрацийĕсенче тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пулать. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ П.А.Ефимов ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене субсиди илмелли йĕркене халăха тĕплĕнрех ăнлантарса пама, документсене хатĕрлессине хăвăртлатма ыйтрĕ. Кун пек чухне район малтан палăртнинчен те ытларах укçа илме пултарать.