Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çур ĕмĕр пĕрле

         Этем ĕмĕрне 100 çулпа виçеççĕ. Анчах та ун чухлĕ пурăнакансем питĕ сахал. Мăшăрлă пурнăçа ылтăн туйпа хаклаççĕ. Ылтăн туй çитиччен пĕрле пурăнакансем те нумаях мар. Çавăнпа та çак уяв _ пĕрлешнĕренпе 50 çул çитнине пĕлтерекен кун _ питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пек туйăнать. "Ылтăн туйпа, ылтăн туйпа сире саламлатпăр чунтан-чĕререн", _ янăрать çепĕç юрă ялти библиотекăра. Кунта паян Августина Васильевнăпа Леонид Александрович Леонтьевсем пĕрлешнĕренпе 50 çул çитнине халалласа "Çур ĕмĕр пĕрле" тематика каçĕ иртет. В.И. Степанов библиотекарь юбилярсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа парать, уяв ячĕпе ăшă сăмахсемпе саламлать. "Ĕмĕр ирттересси уй урлă каçасси мар", _ теççĕ халăхра. Пурăнан пурнăçра хуйхи-суйхи те, савăнăçĕ те çителĕклех. Анчах та пурнăç çулне утса тухма мĕн чухлĕ чун хавалĕ, вăй-хăват, çĕкленỹлĕх, чăтăмлăх кирлĕ. "Мĕнре-ха сирĕн кун-çулăн вăрттăнлăхĕ(", _ тесе ыйтсан Леонтьевсем çапла хуравларĕç: "Çынна усал туман, усал ĕçпе çыхланман, алран ĕç яман, Турра ĕненме пăрахман". Çапла, çамрăклах ĕçе кỹлĕннĕ Леонид Александровичпа Августина Васильевна. Ĕçлес текен çын валли ĕç яланах тупăнать. Пĕр ĕçе те тиркемен вĕсем. Колхоз производстинче ырми-канми вăй хунă. Ачисене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Халĕ, çамрăках мар пулин те, ахаль лармаççĕ Леонтьевсем: выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, пахча çимĕç ỹстереççĕ, сутса укçа тăваççĕ, ачисене, мăнукĕсене пулăшаççĕ. Ачисем те хăйсем пекех ĕçчен, тăрăшуллă. Паянхи пасар экономики вăхăтĕнче пуян пурăнас тесен аллу-уру çивĕч пулни çеç çителĕксĕр, пуçа та ĕçлеттермелле, тавçăрулăх та кирлĕ. Леонтьевсен ачисем вара çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ. Аслă хĕрĕ Валентина учитель профессине алла илнĕ. Паянхи пурнăç таппине ăнланса вăл тир тăвас тата кĕрĕк çĕлетес тĕлĕшпе тухăçлă ĕçлет, вĕсен халĕ хăйсен фабрика пур. Светлана та хăйĕн çемйипе çĕвĕ çĕлекен цехсем уçнă, паллакансемпе пĕлĕшсене ĕçпе тивĕçтернĕ. Владимир вара Мускавра инженера вĕреннĕ, унтах ĕçлесе пурăнать. Вăл та бизнеспа коммерци ĕçне лайăх йĕркелесе пырать, Любомир шăллĕпе çĕвĕ çĕлекен фабрикăсене, лавккасене тухăçлă ĕçлеттерет. Людмила та суту-илỹ ĕçĕнче вăй хурать. Укçа тума вара ачисем ашшĕ-амăшĕнчен вĕреннĕ. Вăл алă усса ларнипе пулмасть. Уншăн тар кăлармалла, вăй-хал пĕтермелле. Мĕн ватăличченех çăм атă йăваланă Леонтьевсем. Тавра ялсенчен кам кăна килмен пулĕ вĕсем патне. Çуткỹл çыннисем ĕлĕкренех ăста çынсем пулнă. Леонид тете те мĕн кăна тума пĕлмест-ши( "Ылтăн алăллă", _ теççĕ ун пек çынсем çинчен. Августина аппа та тĕрре-çĕвве ăста. "Ĕç çĕклет, ỹркев ỹкерет", _ теççĕ халăхра. Пĕчĕкрен ĕçлеме хăнăхнă çын ĕçсĕр ларма пултараймасть. Хăйсен ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе, çынна кирек мĕнле вăхăтра та пулăшма хатĕррипе хисепре ял çинче Леонтьевсем. Ĕçе юратаканăн кĕреки нихăçан та пушă мар. Пуян та тулли кĕреке хушшинче саламларĕç ывăл-хĕрĕсем, мăнукĕсем, хăти-тăхлачăшсем, тăванĕ-пĕлĕшĕсем, ял-йыш телейлĕ мăшăра ылтăн туй ячĕпе. Пурнăç çулĕ çинчи йывăр чулсене сирсе малалла пĕрле утма çирĕп сывлăх сунчĕç.



"Елчĕк Ен"
04 августа 2004
00:00
Поделиться