Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çамрăксем ĕçе хăнăхаççĕ

        "Чăвашьенкрахмал" сахал яваплă обществăра çуллахи каникул вăхăтĕнче шкул ачисене ĕçе явăçтарасси тахçанах йăлана кĕнĕ. Елчĕкри тата тавра ялсенчи шкулсенче вĕренекенсем кăçал та кунта хăйсем валли кăмăла тивĕçтермелли ĕç вырăнĕ тупрĕç. Акă, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта 10 класра вĕренекен Сергей Васильевпа Петр Мулендеев, Патрекелти вăтам шкулти 10 класра пĕлỹ пухакан Александр Идутов слесарь цехĕнче тăрăшаççĕ. Алексей Петрович Мулендеев опытлă слесарь ертсе пынипе кунта çамрăксем ГУ-500 №гидроциклă установка№ пуçтарнă çĕре хутшăнса ĕçлеççĕ. Вăл _ крахмала тасатса уйăракан установка. Ăна вара Елчĕксем Белоруссири коллегăсен заказĕпе тăваççĕ. Сăмах май каласан, ГУ-500 евĕрлĕ установăксене тăвакан предприятисем Раççейре урăх çук. Çавăнпа Елчĕкри "Чăвашьенкрахмала" заказсем килсех тăраççĕ. Установкăсене пуçтарнă çĕрте тăрăшакан ачасем техникăна питĕ юратаççĕ, аслă специалистсем каланине тимлеççĕ, хăйсене шаннă ĕçе тĕплĕ тăваççĕ. Çавăнпа ĕçĕ кал-кал пырать, ертỹçĕсем те вĕсемпе кăмăллă. Шкул ачисен тепĕр ушкăнĕ çĕнĕ сезона хатĕрленсе çĕр улми хумалли буртсене тасатать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн электроэнергетика факультечĕн студенчĕ Александр Агеев №завода университет направленийĕпе практикăна килнĕскер№ кунта хăйĕн пулас специальноçĕпех ĕç тупма пултарчĕ. Вăл С.Морозов опытлă энергетик ушкăнĕнче электрооборудованин кăлтăкĕсене юсас ĕçре вăй хурать. Çамрăк рабочисене ĕçлеме заводра лайăх условисем туса панă. Ытти рабочисемпе, специалистсемпе пĕр танах вĕсене ĕçе, ĕçрен ятарлă автобуспа илсе çỹреççĕ, кашни кун тỹлевсĕр вĕри апат çитереççĕ. "Чăвашьенкрахмал" сахал яваплă обществăн генеральнăй директорĕ А.С.Кудряшов, пысăк коллектива ертсе пынисĕр пуçне, çамрăксен тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсен нушисене ăнланса май килнĕ таран пулăшма тăрăшать.



"Елчĕк Ен"
04 августа 2004
00:00
Поделиться