Арис служби пĕлтерет
Районта выльăх апачĕ хатĕрленĕ тапхăртах вырма ĕçĕсем те вăй илсе пыраççĕ. Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕр çул ỹсекен курăксене 693 гектар (25 процент) çулнă. Пурĕ 20554 тонна (82 процент) сенаж, 1289 тонна (8 процент) силос, 1891 тонна (19 процент) утă хатĕрленĕ. Кĕр тыррисем акма 1978 гектар (50 процент) çĕр хатĕрленĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 981 гектар (7 процент) вырнă, вырнин 47 процентне çапса тĕшĕленĕ. Пурĕ 1041 тонна тĕш тырă çапса илнĕ, е кашни гектартан тухакан вăтам тухăç 22,7 центнерпа танлашать. Ку енĕпе "Прогресс" акционерлă общество ăнăçлă ĕçлет. Çак хуçалăхра кашни гектартан пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 34,7 центнер, çав шутран 47,3-шер центнер урпа, 30-шар центнер ыраш çапса тĕшĕлеме пултарнă.