Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ялсен пуласлăхĕ- тирпейлĕхре

          Юлашки çулсенче ялсемпе хуласенче куçа курăнакан пысăк улшăнусем пулса иртни Чăваш Республики чăннипех çирĕп аталану çул-йĕрне тытса пынине яр уççăн кăтартать. Хуласенче кăна мар, ялсенче те мĕн тери капмар çурт-йĕр çĕкленет. Раççейри нумай хуласемпе танлаштарсан та, пирĕн тĕп хуламăр - шурă Шупашкар чи тирпейлĕ, таса хуласенчен пĕри пулса тăчĕ. Ялсенче пурăнакансем çакна кураççĕ, ырă тĕслĕхпе вырăнсенче усă кураççĕ. Хамăр район та, уйрăмах район центрĕ, кĕске вăхăтрах палламалла мар çĕнелсе улшăнчĕ. Кăçал Республика кунĕ Елчĕкре пулса иртнине кура кунта нумай ĕç пурнăçлама тиврĕ. Районта пурăнакансем хăйсем пурăнакан, ĕçлекен вырăнсенчи территорие сăн кĕртрĕç. Халĕ район центрĕн кирек хăш кĕтесĕнче те таса, тирпейлĕ. Елчĕке килен-каян хăнасем те улшăнусене тỹрех асăрхаççĕ. Республикăри пĕртен пĕр пирĕн районта çут çанталăк газĕпе усă курманни çинчен халиччен тăтăшах палăртса каланă, çырнă пулсан, пĕлтĕр тата кăçал тĕлĕшпе татăклă улшăнусем пулса иртрĕç. Пĕр çулталăк хушшинче района пысăк пусăмлă газ пăрăхĕсене илсе çитерессине вĕçлерĕç, кашни ялта газ кĕртме ĕлкĕрчĕç. Çут çанталăк газĕпе усă курни ял çыннин пурнăçне çăмăллăх кỹрет, унпа пĕрлех, тавралăха сиенлĕ хутăшсем те сахалрах лекеççĕ. Маларахри çулсенче, тĕслĕхрен, коммуналлă хуçалăх предприятийĕ анчах обществăлла кил-çуртсене хутса ăшăтма сезонра 6500 тонна яхăн çĕр кăмрăкĕ çунтарнă. Иртнĕ çул, çут çанталăк газĕпе усă курнă май, сывлăш чылай тасарах пулчĕ. Экологи тĕлĕшĕнчен чи таса районта пурăнар тесен пĕрле пурнăçламалли ĕçсем сахал мар. Çакна палăртассăм килет, транспорт хатĕрĕсене çỹретессине те çут çанталăк газĕ çине куçармалла. Ку чухне тавралăха тĕтĕм-сĕрĕмпе вараламăпăр, хамăр та сывлăхлăрах пулăпăр. Çын тăван тавралăх илемĕпе тасалăхĕ çинче воспитани илнине шута илсе районти ялсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ирттернĕ конкурс пĕтĕмлетĕвне турăмăр. "Тĕп усадьба", "Хăйне евĕрлĕ ял", "Раççейĕн аякри вырăнĕ", "Хушма хуçалăх" номинаципе çĕнтерỹçĕсене палăртрăмăр. Çỹлерех палăртнă ĕçсене пурнăçланипе пĕрлех кăçал çуркунне район территорийĕнче 25 гектар вăрман лаптăкĕ лартнă. Хăйсене çирĕплетсе панă вырăнсенче уйрăмах "Труд", Ленин ячĕллĕ, "Комбайн", "Прогресс" хуçалăхсем яваплăха туйса тимленине палăртатăп. Нумаях пулмасть Патăрьелĕнчи ял вăрман хуçалăхĕн пулăшăвĕпе усă курса йывăçсен рет хушшисене кăпкалатассине йĕркеленĕ. Малашне тума палăртнă ĕç планĕ те пысăк. Районти кашни тĕп усадьбăра асфальтлă площадкăсем тăвассишĕн ял администрацийĕсем, тỹрремĕнех ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем яваплă пулса тăраççĕ. Кашни ялта свалка пулмаллине хăçантанпа калатпăр. Шел, çакна вырăнсенче тĕп вырăна хурса ĕçлени туйăнмасть. Район центрĕнче, сĕт-çу завочĕпе "Чăвашьенкрахмал" предприятие шутламасăр, тасатакан сооружени çукки пирки хăçантанпа калаçатпăр. Халĕ çакăн валли проектпа смета документацийĕсене хатĕрлесе çитернĕ, малашне ĕç вырăнтан хускалмалла. Районти çут çанталăк палăкĕсене - Аслă Таяпари хулаш çумĕнчи, Аслă Елчĕкри, Патрекелти çăл куçсене, Çуткỹл ялĕнчи Çутă кỹлле, Тĕпсĕр кỹлле сыхласа, упраса хăварассине тĕп ĕç вырăнне хумалла. Экологи тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва йĕркелесе пырасси вара пĕтĕмпех хамăртан анчах килет.



"Елчĕк Ен"
02 августа 2004
00:00
Поделиться