Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Урпа уйĕнче

         Турра шĕкĕр, ку эрнере çанталăк уяр тăчĕ. Çак вăхăтпа усă курса "Заря" хуçалăхра вырмана тухрĕç. Тĕш тырă лаптăкĕсене тепĕр хут тĕплĕн пăхса çаврăннă хыççăн урпана маларах çапса тĕшĕлеме пулнине палăртрĕ Владимир Доброхотов тĕп агроном. Михаил Васильев ертỹçĕпе Владимир Никифоров тĕп инженер та агроном шухăшне ырларĕç. "Эппин, тăхтаса тăрар мар, комбайна паянах уя кăларатпăр", - терĕç вĕсем. Черетлĕ вырмари пĕрремĕш каçалăка çапса тĕшĕлеме вара хуçалăхри опытлă механизаторсенчен пĕрне - Алексей Кириллова шанчĕç. Çынран пытармалли çук, Вырăскасси тата Çуткỹл ялĕсенче ĕç алли унчченех çителĕксĕр пулнă. Ку чухне кадрсен тĕлĕшĕнчи лару-тăру тата çивĕчрех килсе тухнине пăхмасăр, хĕрỹ ĕççи вăхăтĕнче мĕнпур техникăна ĕçлеттерме механизаторсене комплектласа çитернĕ, вăхăтлăх ĕçлеме ютри çынсене килĕштернĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, техникăна запас пайсемпе тивĕçтерессинче те чăрмавсем сахал мар. Апла пулин те, умри йывăрлăхсене çĕнтерсе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртме хутшăнакан 5 комбайна шанчăклăн юсаса хатĕррисен ретне лартнă. Алексей Кириллов механизатора çирĕплетсе па- нă СК-5 "Нива" "уй-хир карапĕ" вара чи шанчăкли. Мĕн- шĕн тесен вăл çĕнĕ-ха. Ăна ви- çĕм çул лизингпа туяннă пулнă. Çанталăк условийĕсене пăхмасăр, кунта выльăх апачĕ ха- тĕрлесси те кал-кал пырать.



"Елчĕк Ен"
02 августа 2004
00:00
Поделиться