Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хаçатлă та, парнеллĕ те

           "Елчĕкри издательство çурчĕ" ПУПĕн "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ хаçата 2004 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн çĕртмен №июнĕн№ 1- мĕшĕнчен пуçласа çĕртмен 30-мĕшĕччен çырăнакансем хушшинче лотерея вылявĕ ирттерчĕ. Çакнашкал вылява пуçласа йĕркелерĕмĕр. Парнесем туянма укçа-тенкĕ енчен йывăрлăх та çук мар. Çавăнпа вылява малтанхи çул пĕчĕк йышпа - хаçата юлашки уйăхра çырăнакансем хушшинче ирттерсе пăхас терĕмĕр. Пирĕн пата "Елчĕк ен" хаçата çĕртме уйăхĕнче çырăннă çынсенчен 56-шĕ çырăнтару квитанцийĕсене ярса пачĕ. Лотерея вылявĕ ирттерме Елчĕкри "ЭлектроНикС" салон тата "Радуга" суту-илỹ çурчĕ пулăшу пачĕç. Районти тĕп библиотекăн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă "ЭлектроНикС" салон документсен ксерокопийĕсене, сăн ỹкерчĕксене самантрах хатĕрлесе парать, компьютерсемпе, телефонсемпе тата ытти нумай япаласемпе суту-илỹ тăвать. Телейлĕ вылявсен хуçисем парнесене "Елчĕкри издательство çурчĕ" ПУПĕн хаçат редакцине килсе илме пултараççĕ. Хисеплĕ юлташсем! "Елчĕк ен" хаçата çырăнса илсе вулăр, район хыпарĕсемпе, пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашăр.



"Елчĕк Ен"
02 августа 2004
00:00
Поделиться