Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕççири чи йывăр çул

           Ял çыннин ĕçри ăнăçлăхĕ çанталăк условийĕсенчен те нумай килет. Мĕн каламалли, кăçал çак вăхăта çитсе те йĕркеллĕ кун-каç курма пулмарĕ. Хĕрсе выльăх апачĕ хатĕрлемелли тапхăрта кашни кун тенĕ пек витререн тăкнă чухнехилле çумăр çуса тăнă çĕрте, паллах, ĕçе кирлĕ пек йĕркелеме çук. Утăлăх тесе вырса пăрахнă курăк уйрăмах нумай лаптăкра юрăхсăра тухрĕ. Çавна май ял хуçалăх предприятийĕсенчи кăçалхи лару-тăру нихăш йывăр çулхинчен те йывăртарах. Хĕле икĕ алла усса кĕтсе илмелле маррине те пĕлетпĕр. Фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе çак тапхăрта тăрантарса усрама сахал мар апат кирлĕ. Хальлĕхе вара районĕпе илсен, ăна çав тери сахал хатĕрленĕ. Утă кирлин 15 проценчĕ чухлĕ çеç, сенаж - 72, силос - 7 процент хывнă. 11 хуçалăхра пĕр чикĕм утă çук. Вырма та пуçланчĕ, апла пулсан, выльăх апачĕпе саппасланассинчи вăхăт тата тăкăсланать. Вырма умĕнхи районти канашлăва пуçтарăннă ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем, инженерсемпе агрономсем выльăх апачĕ, техникăна ĕççине хатĕрлес ыйтусене сỹтсе яврĕç. Ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ В.Никитин хĕрỹ тапхăр умĕнхи канашлăва хальхинче мĕншĕн "Нива" ял хуçалăх производство кооперативĕнче ирттернин сăлтавне палăртрĕ. Пĕлтĕр хуçалăхра вырмана япăхрах хатĕрленнĕ. Ĕçе кирлĕ пек йĕркелесен кунта та техникăна вырмана лайăх хатĕрлеме пуласса кăтартса панă кăçал. Çакăн валли майсем те çителĕклĕ. Иртнĕ ырă вăхăтсенчех вырнаçтарма май килнĕ, пĕр харăсах 30 тоннăран кая мар тырра тасатса, типĕтсе кăларакан КЗС-25, КЗС-5 пурри Курнавăшсене пысăк çăмăллăх кỹрĕ. Ку чухне, паллах, хиртен килекен тырра йĕтеме тăкса вăхăта ирттерсе тăмĕç вĕсем. Чĕрĕ тырра типĕтме напольнăй сушилкăсем те пур. Хăй вăхăтĕнче Курнавăшсем пахча çимĕç туса илнĕ çĕрте усă куракан тĕрлĕ йышши техника туянма пултарнă, вĕсемпе паян кунчченех тухăçлă усă кураççĕ. Нумай хуçалăхра чĕкĕнтĕр вăрлăхне алă вĕççĕн алласа тасатаççĕ пулсан, "Нивăсем" ку чухне ятарлă агрегатпа усă кураççĕ. Курăк вăрлăхне аллакан сортировка та районти хуçалăхсенче çукпа пĕрех. Германире ăсталанă Петкус сортировкăпа усă курма меллĕ, унпа пахча çимĕç вăрлăхĕ çеç мар, тырă вăрлăхĕ хатĕрленĕ чухне те тухăçлă усă курма пулать. Техника ĕмĕрĕнче суха пуçĕпе ака тăваймăн, сухалаймăн. Ял хуçалăх машинисен хакĕсем виçесĕр хакланса кайнăран вĕсене çийĕнчех туянаймăн та. Çавна май техникăна "Нива" хуçалăхри пек упрамалла, юхăнма памалла мар. Черетлĕ вырмана Курнавăшра 5 комбайн хутшăнать. Вĕсенчен пĕри иртнĕ кунсенче илсе килнĕ "Енисей". Çĕнĕ "уй-хир карапне" Герасим Корнилов механизатора шанса панă. Унăн пулăшаканĕ пулма Николай Круглова çирĕплетнĕ. Ытти экипажсен хуçисем: Гурий Николаевпа Николай Астраханов, Вениамин Кудряшовпа Илья Астраханов. Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ П.Ефимов, ял хуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕ В.Сайкин, Н.Баймушкина тĕп агроном, район администрацийĕнчи ĕç сыхлавĕн тата ĕç хутшăнăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ А.Савинов, патшалăх техника асăрхавĕн инспекцийĕн Елчĕк районĕнчи начальникĕ А.Соловьев, ЧР чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи инспекци начальникĕ В.Михайлов тухса калаçрĕç. Вĕсем каланисенчен ăса хывмалли сахал мар пулчĕ. Çанталăк условийĕсене пула вырма ĕçĕсен вăхăчĕ тăсăлни анчах мар, техника паркĕ кивелсех çитни ял çыннисен умне калама çук пысăк йывăрлăх кăларса тăратать. Комбайнсенчен 85 проценчĕ хăйсен нормативлă срокĕнчен 1,5 хут ытларах ĕçлет. Техника кашни çул шутран тухса пырать. Хăш-пĕр хуçалăхсенче лару-тăру тата йывăртарах. Пĕтĕмĕшле пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ вара сахал мар. Пурĕ 15000 гектар çинче çитĕннĕ тыр пула 102 комбайнпа çапса тĕшĕлеме ĕлкĕрмелле. Кĕрхи культурăсене 5000 гектар акса хăвармалла. Хальлĕхе кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлесси те кирлĕ пек пулса пымасть. Мĕншĕн çапла( Чи пысăк сăлтавсем - çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтерессинче чăрмавсем пурри, ĕç алли çитменни. Вырма тата кĕрхи суха ĕçĕсене туса ирттерме районĕпе 1280 тоннăран кая мар дизель топливи кирлĕ пулсан паянхи кун тĕлне вăл _ 450 тонна çеç. Чи хăрушши - хĕрỹ тапхăрта инкексемпе пушарсем ан пулччăр. Ку чухне ĕçри дисциплинăна, хăрушсăрлăх техникин тата пушара хирĕç кĕрешмелли йĕркисене çирĕп пăхăнса ĕçлесчĕ.



"Елчĕк Ен"
02 августа 2004
00:00
Поделиться