Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Перект банкĕ пулăшать

           РФ Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн 4440-мĕш номерлĕ Елчĕкри хушма офисĕн заведующийĕ Альберт Ефимов №сăн ỹкерчĕкре№ ку чухне Перекет банкĕ урлă илме май пур тĕрлĕ пулăшусем çинчен каласа кăтартать: - Ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене патшалăх енчен пулăшасси çирĕпленсех пырать. Çулталăк пуçланнăранпа анчах районти хуçалăхсемпе предприятисене, çак шута продукцие ĕçлесе хатĕрлекен предприятисем те кĕреççĕ, 47,48 миллион тенкĕ кредит панă. Ял хуçалăх предприятийĕсене çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме çăмăллатнă йĕркепе, техника туянма нумай вăхăтлăха кивçен укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Ака ĕçĕсене пурнăçлама çăмăллатнă йĕркепе паракан кредитпа кăçал районти ял хуçалăх предприятийĕсем 17 миллион тенкĕлĕх усă курнă. Сăмах май, ял хуçалăх предприятийĕсем патшалăх уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе усă курма хăнăхса çитрĕç. Мĕншĕн тесен çăмăллатнă кредита вĕсем кăçалхипе тăваттăмĕш илчĕç. Районта газификаци ĕçĕсене массăлла пурнăçланă май, уйрăм кил-çуртсенче пурăнакансене пулăшса пысăк ĕç турăмăр. 2811 уйрăм çынна 51,89 миллион тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит патăмăр. Елчĕк районĕнчи асăннă кăтарту _ Чăваш Республикинче чи малти вырăнта. "Çамрăк çемье" тĕллевлĕ программа кирлĕ пек пурнăçланать. 30 çула çитмен çамрăксене çурт-йĕр туса лартма, туянма 15 çуллăха çăмăллатнă йĕркепе кредит паратпăр. Çапла майпа, Перекет банкĕн пулăшăвĕпе усă курса районти 60 çемье çурт-йĕрлĕ пулчĕ. Çак кăтартупа та Елчĕксем республикăра палăрса тăраççĕ. Автомашина е ытти хаклă япаласене туянас тенĕ чухне, çавăн пекех аслă, ятарлă вăтам пĕлỹ паракан вĕренỹ заведенийĕсенче вĕреннĕшĕн тỹлеме кирлĕ укçана та Перекет банкĕ урлă уйрăм йĕркепе илме пулать. Пирĕн хушма офис сире кĕмĕлрен тунă укçа та сĕнме пултарать. Çак хаклă металран тунă укçа сирĕн юлташăрсемпе çывăх çыннăрсемшĕн, чăннипех, ĕмĕрлĕх асăнмалăх парне пулса юлĕ.



"Елчĕк Ен"
28 июля 2004
00:00
Поделиться