Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çанталăк çине йăвантармалла мар

         Кашни тунти кун район администрацийĕнче иртекен канашлăва хальхинче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ П.А. Ефимов ертсе пынă. Канашлура ял хуçалăхĕнчи лару-тăрăва сỹтсе явасси тĕп вырăн йышăннă. Ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ В.Н.Никитин палăртнă тăрăх, ял хуçалăх производство кооперативĕсенче паянхи кун лару-тăру питĕ япăх. Утă уйăхĕ вĕçленсе пырать, анчах 8000 гектар çинче çеç курăксене çулнă. Çулмалли тата 4000 гектара яхăн. Кирлин 12 проценчĕ чухлĕ утă хатĕрленĕ. Йĕпе-сапаллă çанталăкра пĕрремĕш хут çулнинчен утă хатĕрлеме май çукран ял хуçалăх управленийĕ производство кооперативĕсене сенаж тата силос хывма сĕнет. Хальлĕхе 13941 тонна №55 процент№ сенаж, 970 тонна №6 процент№ силос хатĕрленĕ. Хăш-пĕр анасем çине КСК комбайн кĕреймест, "Волга" агрегатпа çулма пулать. Йĕпе-сапаллă çанталăкра сенаж хывмалли траншейăсем патне пыма çук, пылчăк çăрăлать, выльăх апачĕн пахалăхĕ начар пулать. Ял хуçалăх специалисчĕсем халĕ сенажа çерем çине хывнинчен лайăххи урăх çуккине палăртаççĕ. Ĕнесенчен сĕт суса илесси иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен вăтамран 2 килограмм ытларах чакнă. Хăш-пĕр хуçалăхсенче пĕлтĕрхинчен 6-7 килограмм таранччен сахалтарах сĕт сăваççĕ. Ку енĕпе уйрăмах "Знамя", "Дружба" ЯХПКсенче ĕçсем начар. Вĕсенче тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче ĕнесем çĕрле чĕркуççи таран пылчăк çинче тăраççĕ, таканасем пуш-пушă. Ял хуçалăх управленийĕн специалисчĕсем çĕрле тĕрĕслесе çỹренĕ хыççăн çеç ĕнесене çĕрле çерем çинче кантарма тытăннă. Нивушлĕ çакна тата выльăхсене çулса çитерессине районтан хистемесĕр пурнăçлама çук( "Çанталăка пула ял хуçалăхĕнче лару-тăру çав тери япăх. Ертỹçĕсемпе специалистсенчен хăшĕ-пĕрисем нимĕн туманни ăна тата йывăрлатать", - терĕ В.Н.Никитин. Кадрсен пахалăхĕ те япăхланса пырать. Пултаруллă ертỹçĕсем ял хуçалхĕнчен каяççĕ. "Колос" ЯХПКра ыраш вырма тухнă, анчах хăш та пĕр производство кооперативĕсенче комбайнсемпе ĕçлеме механизаторсем халĕ те çук. Çумăрлă çанталăк ял хуçалăхне çеç чăрмав, сиен кỹмест. Акă, Елчĕкпе Комсомольски хушшинчи автоçулăн Элпуç ялĕ çывăхĕнчи çырма урлă хывнă çĕр дамба çумăра пула пусăрăнса пырать. Çывăх вăхăтрах мерăсем йышăнмасан вăл юрăхсăра тухасса, ăна юсама кайран тăкакĕ пысăк пуласса палăртрĕ Елчĕкри çул-йĕр участокĕн аслă мастерĕ Г.Г.Зайцев. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама участокăн майĕсем те, вăйĕ те çителĕксĕр. "Звезда" акционерсен обществи пысăк йывăрлăхра. Хуçалăхăн вырма ĕçĕсене ирттерме топливо пачах çук. Унăн ертỹçи Ю.Марков ĕçе пăрахса кайнă. Кăçал районта 3500 киле çут çанталăк газĕ кĕртмелле. Çумăра пула тата подрядчиксем япăх ĕçленĕ пирки кунта та çитменлĕхсем нумай. Канашлура çут çанталăк газĕ кĕртесси мĕнле пыни çинчен Лаш Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Елчĕк ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем В.П.Воробьев, В.И. Иванов, Д.П.Алюкин отчет туса панă.



"Елчĕк Ен"
28 июля 2004
00:00
Поделиться