Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Виççĕмĕш çул

         Патшалăх ачасене тĕрĕс-тĕкел ỹсме, аталанма, вĕренме, обществăра тивĕçлĕ вырăн йышăнма лайăх майсем туса парассишĕн сахал мар тăрăшать. Акă, виççĕмĕш çул ĕнтĕ Çуткỹл шкулĕ çумĕнче ĕçпе кану лагерĕ ĕçлет. Кăçал вара икĕ смена йĕркелерĕç. Пирĕн ачасене çакăн пек тимлĕх уйăрнăшăн, вĕсен çуллахи канăвне туллин йĕркелеме пултарнăшăн эпир социаллă пулăшу учрежденисенче ĕçлекенсене, шкул администрацине чун-чĕререн тав тăватпăр. Ачасем вăхăта усăллă та интереслĕ ирттерччĕр тесе В.С.Максимова, Т.А.Быкова, Е.И.Никифорова учительсем, Г.А.Николаева, Е.В.Харитонова поварсем нумай тăрăшрĕç. Шкул пахчинче ĕçленисĕр пуçне ачасемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттерчĕç, походсемпе экскурсисенче пулчĕç, Шуршăла, Шупашкара çитсе курчĕç. Юлашкинчен ялти клубра концерт лартса пачĕç. Эпир, ашшĕ-амăшĕсем, хамăрăн ачасен юрри-ташшине тулли кăмăлпа курса лартăмăр.



"Елчĕк Ен"
25 июля 2004
00:00
Поделиться