Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сенаж, силос хываççĕ

         "Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕнче выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлессинче çанталăкăн уяртнă вăхăчĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Кунта "Текстильмаш" УАО туса кăларнă "Волга-2" комбайн силос, сенаж хатĕрленĕ чухне пысăк пулăшу панине ăнланса илнĕ. Ăна Алексей Шуйков механизатор ăнăçлă ĕçлеттерет. Вĕтетнĕ массăна турттарма куллен тĕрлĕ йышши 6 техника хутшăнать. Сенажа, силоса таптаса пусăрăнтарнă çĕрте Владимир Черновпа Василий Степанов тăрăшаççĕ. Хуçалăхра 600 тонна сенаж, 700 тонна силос хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ. Çакă хуçалăхри выльăхсене хĕл каçарма çителĕклĕ.



"Елчĕк Ен"
25 июля 2004
00:00
Поделиться