Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кăçал ỹсĕм пысăкрах

        Информаципе реклама материалĕсен "Чăваш Ен: ĕнер, паян, ыран" республикăри конкурсĕ кăçал иккĕмĕш хут иртрĕ. Елчĕксем унта яланах хăйсен пултарулăхне кăтартма тăрăшаççĕ: ку енĕпе район администрацийĕн çуртĕнче ятарлă стенд хатĕрленĕ, район хаçатĕнче те тĕрлĕ вăхăтри пурнăçа сăнлакан материалсем, фотоỹкерчĕксем пичетленеççĕ. Çавăн пекех ял администрацийĕсем те ялсен аталăнăвне уçса пама тăрăшаççĕ. Конкурс материалĕсене район администрацийĕн сайчĕ çине вырнаçтарнă. Ĕçлекене - хисеп те. Иртнĕ çул конкурса активлă хутшăннăшăн район администрацине Диплом парса хавхалантарнăччĕ. Кăçал ỹсĕм тата пысăкрах - культурăпа информатизаци пайĕсен ĕçченĕсен тăрăшулăхне пула район республикăри конкурсра 2-мĕш вырăна тухнă, Диплома тата хаклă парнене тивĕçнĕ.



"Елчĕк Ен"
25 июля 2004
00:00
Поделиться