Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Асапсăр çитĕнỹ пулмасть

           Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн Патшалăх Канашне янă "Ăс-хакăл вăйĕпе тата сывă пурнăç йĕркипе - ырлăх-телей патне" Çырăвĕнче ытарлă сăмахсем пур " ... çынна тăван тавралăх тасалăхĕпе илемĕн никĕсĕ çинче воспитани памалла". Çакна тỹрре кăларассипе ĕçлесе пыраççĕ те Елчĕк тăрăхĕнче. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин кăçалхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче районти ялсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе конкурс ирттересси пирки йышăну тунăччĕ. Конкурсра "Тĕп усадьба", "Хăйне евĕрлĕ ял", "Раççейĕн аякри вырăнĕ", "Хушма хуçалăх" номинацисемпе çĕнтерỹçĕсене палăртмалла. Çак тĕллевпе иртнĕ кĕçнерни кун районти комисси черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ П.Ефимов ертсе пычĕ. Районти конкурса ял администрацийĕсем материалсем тăратнă. Тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен ĕçленĕ. Акă, Курнавăш, Çирĕклĕ Шăхаль, Сăрьел, Кĕçĕн Таяпа ял администрацийĕсенчен килнĕ пахалăхлă, ялсемпе хушма хуçалăхсене сăнласа паракан конкурс материалĕсене алла тытма, вĕсемпе паллашма кăмăллă. Чăнах та, çитменлĕхсене пĕтерме палăртса хăварчĕç комисси членĕсем: сăн ỹкерчĕксемпе пуянлатмалла, текстсене, графика материалĕсене хальхи технологипе хатĕрлемелле. Çапах та районти конкурса хутшăнма Елчĕк, Аслă Таяпа ял администрацийĕсем материалсем тăратманни чыс тумасть. Мĕн, вĕсенче кăтартмалли çук-ши( Е ял администрацийĕсенче ĕçлекенсем çаврăнăçусăр( Конкурса хутшăннă çĕнтерỹçĕсене районти комисси çывăх вăхăтра палăртĕ. Вĕсем вара республикăри конкурса хутшăнĕç. Кăçалхи пĕтĕмлетỹсем кĕçех паллă пулĕç пулин те, конкурс малалла тăсăлать. Хамăр тавралăха, пурăнакан, ĕçлекен вырăнсене тирпей-илем кĕртер. Çакă ачасемшĕн, пулас ăрусемшĕн кирлĕ.



"Елчĕк Ен"
25 июля 2004
00:00
Поделиться