Таса та хисеплĕ тивĕç
Тăван çĕршыва хỹтĕлесси - кашни çыннăн чи таса та хисеплĕ тивĕçĕ. "Салтакра пулнă çынна çеç чăн-чăн арçын теме пулать", - тенĕ ĕлĕкех ватăсем. Анчах та юлашки вăхăтра çамрăксенчен хăш-пĕри çул çитнĕ пулсан та çара каясран пăрăнма тăрăшать. Нумайăшĕ сывлăх енчен те хавшакрах пулни курăнать. Кăçалхи çурхи призыв та çăмăлпа иртмерĕ. Раççей çарне службăна каймаллисем 180 каччă пулнă. Анчах та салтака каяканнисем 39-ăн çеç. Ыттисене вĕреннĕ, çемьери хутшăнусем пирки, урăх сăлтавсене пула çара каймалли срока каяраха хăварнă. Кăçалхи призыв Лаш Таяпа ял администрацийĕнче ăнăçлă иртнĕ. Кунта çуркунне 14 çамрăк çар ретне тăнă. Тăрăм, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Пăла Тимеш ял администрацийĕсенче те çара каякансем йышлă. Палăртнă кун повестка илнĕ, анчах та Елчĕкри призыв пунктне килмен çамрăксем саккун тăрăх явап тытаççĕ. Районти çар комиссариачĕн 2-мĕш уйрăм начальникĕ С.Алюкин прапорщик пĕлтернĕ тăрăх, 15 призывник пирки прокуратурăна уголовлă ĕç пуçарма панă. Çак "таркăнсене" суд урлă явап тыттараççĕ. Кайран вара вĕсен пур пĕрех çар службине каймалла пулать. Çавăнпа та, каччăсем, кĕрхи призыва хатĕрлене пуçлăр. Тăван çĕршыва хỹтĕлеме хастар та ырă ĕмĕтпе кайăр, командирсене итлĕр. Тăван халăхăн ятне, чысне çỹлте тытăр.