Сентябрь уйăхĕ пуçланиччен газ кĕртсе вĕçлемелле
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин кашни тунти кун ирттерекен канашлура уйрăм килсене çут çанталăк газĕ кĕртесси мĕнле пынине пăхса тухасси тĕп ыйтусенчен пĕри пулнă. Пĕлтĕр тата кăçалхи пĕрремĕш çур çулта района çут çанталăк газĕ кĕртме бюджетран самай пысăк укçа уйăрнă, çак ĕçе подряд организацийĕсене нумай явăçтарнă. Çавна пула Республика кунĕ тĕлне районти 49 яла çут çанталăк газĕ çитрĕ, 3200 килте "кăвак çулăм" çунма пуçларĕ. Анчах кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ пур. Республика Президенчĕ Н.Федоров йышăннă Указ тăрăх 2004 çул республикăри ялсене газ кĕртмелли юлашки çулталăк шутланать. Çакна шута илсе район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе кăçал сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3,5 пин киле çут çанталăк газĕ кĕртмелле. Çапла вара килĕсене газ кĕртме шутланă, проектсем тутарнă çуртсенче "кăвак çулăм" çунма пуçлать. Канашлура "Канашмежрайгаз" ОООн Елчĕкри филиалĕн аслă мастерĕ А.М.Львова пĕлтернĕ тăрăх çулталăк пуçланнăранпа районĕпе 1323, çĕртме уйăхĕнче 222 киле çут çанталăк газĕ кĕртнĕ. Ку енĕпе юлашки вăхăтра Сăрьел, Тăрăм, Лаш Таяпа ял администрацийĕсенче лайăх, Тĕмер, Хăвăлçырма япăх ĕçленĕ, терĕ вăл. Пăвари ПМК, Елчĕкри "Спутник" ООО монтаж ĕçĕсене вĕçне çитермеççĕ. Çавна пула хăш-пĕр килсене газ яма май пулман. Çут çанталăк газĕ кĕртессинче ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен яваплăхĕ пысăк пулнине уйрăммăн палăртса каларĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин. Хăш та пĕр подрядчиксемпе монтаж ĕçĕсене вĕçне çитермесĕрех татăлаççĕ, кайран вĕсене шыраса тупма çук. Çакă тĕрĕс мар, малтан çуррине аванс шучĕпе тỹлемелле, ыттине - килсенче "кăвак çулăм" çунма тытăнсан. Ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем монтаж ĕçĕсене пурнăçлакан подрядчиксен, мăрьесене тĕрĕслекен ВДПОн Елчĕкри совечĕн, килсене çут çанталăк газĕпе усă курма сыпăнтарса паракан Елчĕкри газ участокĕн ĕçĕ-хĕлне лайăх йĕркелесе пырсан çеç ялсенче газ кĕртнĕ хуçалăхсен хисепĕ пысăк хăвăртлăхпа ỹссе пырĕ. Иртнĕ канашлура ВДПОн Елчĕкри совечĕн ĕçĕ-хĕлне питĕ япăх хак панăччĕ. Çакăнтан унăн специалисчĕсем тивĕçлĕ вывод тунине, вăхăта, канмалли кунсене пăхмасăр ялсенчи газ кĕртекенсен килĕсем тăрăх çỹренине палăртрĕç ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем. Район администрацийĕн работникĕсем халăхпа тĕл пулса та, район хаçачĕн страницисенче те ялсенче газ кĕртессине пĕр вăхăтра пурнăçламаллине, ялти çынсенчен ытларахăшĕ газ кĕртсе пĕтернĕ хыççăн кайран уйрăм киле газ пăрăхĕпе çыхăнтарма йывăррине, енчен те укçа-тенкĕ çитмесен ăна кăшт та пулин тупса кил умне сиделка ларттарса хăвармаллине пĕр хутчен çеç мар каланă тата çырнă. Анчах çакна ăнланманнисем халĕ кашни ялтах йышлă пулни палăрать. Çавăнпа газ кĕртсе пĕтермен ялсенче пурăнакансен подряд организацийĕсем вырăнта ĕçленĕ вăхăтпа усă курса юлмалла, кайран пĕтĕм йывăрлăх уйрăм хуçалăхсем çине тиенет, тăкакĕ чылай пысăкрах пулать. Канашлура ял хуçалăх производство кооперативĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлесси мĕнле пыни çинче те нумай чарăнса тăнă. Ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ В.Н.Никитин палăртнă тăрăх, кăçал районти хуçалăхсен 22 пин тонна сенаж хывмалла, хальлĕхе 9,3 пин тонна çеç хатĕрленĕ. Утă питĕ сахал саппасланă. Сенаж хатĕрлессипе "Комбайн", "Заря", "Восход", "Свобода", "Прогресс" хуçалăхсем лайăх, "Звезда", "Знамя", "Дружба" тата ытти чылай хуçалăх начар ĕçлеççĕ. Çанталăк çине йăвантармалла мар. Н.П.Миллин вырăнта ĕçе йĕркелеме пĕлменни, хуçалăх ертỹçисем выльăх апачĕ хатĕрлессине контроллеменни пĕтĕм çитменлĕхĕн сăлтавĕ пулнине палăртрĕ. Районти хуçалăхсем пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен сахалтарах сĕт суса илеççĕ. Кăçал, çумăра пула курăк вăйлă çитĕннĕ çул, выльăх апачĕ сахал тесе калаймăн. Сăлтавĕ мĕнре-ши( Йĕпе-сапара кĕтỹçĕсем выльăхсене курăк çинче сахал çỹретеççĕ, шăрăхра ĕнесем çиеймеççĕ. Кун пек чухне ĕнесене çулса каçхине çитерессине йĕркелемелле. Анчах çакна нихăш хуçалăхра та йĕркелемен пулас. Район администрацийĕнчи канашлура кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлес тата ытти ыйтусене сỹтсе явнă.