Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Йышпа ĕçлемелле

        Чылай вăхăта тăсăлнă йĕпе-сапаллă çанталăк ял çыннисен умне калама çук пысăк йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Ĕнер те яра кун витререн тăкнă чухнехи пек çумăр лỹшкентерчĕ. Халĕ шăпах хĕрсе выльăх апачĕ хатĕрлемеллеччĕ-çке. Районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисен канашлăвĕнче те пĕтĕм сăмах, умри йывăрлăхсене пăхмасăр, утă çи тапхăрĕнчи ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пырасси пирки пычĕ. Ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ В.Никитин район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин палăртнă тăрăх та, выльăх апачĕ хатĕрлессинче паянах тивĕçлĕ мерăсем йышăнмасан ыран кая юлма пултарать. Фермăсенчи выльăх-чĕрлĕх хĕл кунĕсенче апатсăр тăрса ан юлтăр тесен вырăнсенче ĕç-хĕле еплерех йĕркелесе пымалла( _ Техника тĕлĕшпе хĕсĕк, пĕчĕк хуçалăхсем, кỹршĕри хăйсем пек хуçалăхсемпе пĕрлешсе ĕçлемелле, çакăнтан тĕрĕсрех йышăну халĕ урăх çук, - тет ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ. "Заря" тата "Восход" хуçалăхсенче малтанхи кунсенчен тытăнсах выльăх апачĕ хатĕрлессине пĕр-пĕрне пулăшса пурнăçласа пычĕç. Çакна пула çанталăк условийĕсене пăхмасăр, вĕсенчи ĕç кăтартăвĕсем те япăх мар. Выльăх апачĕ хатĕрлеме кăçал ытла кая юлтăмăр. Çак вăхăт тĕлне, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕсене 1000 гектар ытларах çулнă пулин те, 992 тонна анчах утă хатĕрлейнĕ, пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне 2430 тонна пахалăхлă утă хывнă пулнă. Эппин, маларах çулнă лаптăксенчи курăк, çумăра пула, усă курма юрăхсăра тухнă. Хальхи вăхăтра "Родник" хуçалăх 48 процент, "Прогресс" - 43 процент, "Заря" - 33 процент, К.Маркс ячĕллĕ хуçалăх 32 процент утă хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ пулсан, "Авангард", "Труд", "Дружба", "Звезда", "Колос", "Нива", "Була", "Марс", "Знамя", "Кушкă", Андреев ячĕллĕ хуçалăхсенче вăл вуçех çук. "Комбайн", "Кушкă" хăйсене кирлинчен ытлашшипех, "Свобода", "Восход", "Заря" хуçалăхсенче 90-76 процент сенаж хывнă пулсан, "Дружба", "Мир", "Яманчуринский", "Була", "Марс", "Знамя" хуçалăхсем çак ĕçе пикенмен те. Пĕлес килет: вĕсенче çумăр хăçан чарăнасса кĕтсе лармаççĕ пулĕ те( Кĕтме вара вăхăт юлман. Çитес кунсенчех вырмана тухмалла, ыраш пулса çитнĕпе пĕрех. Выльăх апачĕ хывассинчи ĕç-хĕле кирлĕ пек йĕркелесе çитерейменшĕн çанталăка анчах айăп туни тĕрĕс пулнă пулĕччĕ-ши( Ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ В.Никитин палăртнă тăрăх, çитменлĕхсене нумайăшне хамăрта шырамалла. Чи малтанах, выльăх апатне хатĕрлеме кая юлса тухатпăр, курăксене технологи хушнă пек çулма тухмалли вăхăт çитсен те ăна тата çỹллĕ ỹсессе кĕтетпĕр. Хỹре вĕçне туй килсе çитсен анчах техникăна юсама пуçăнатпăр, ĕç алли çителĕксĕр... Йышпа, тулли хăватпа ĕçе пикеннине вара нимĕн те çитмест.



"Елчĕк Ен"
21 июля 2004
00:00
Поделиться