Инкек алли вăрăм
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта районти хуçалăхсемпе предприятисенче 3 инкек пулнă. Пуçласа ăна Андреев ячĕллĕ агрофирмăра регистрациленĕ. Кунта ĕçлекен ешĕл масса тиенĕ трактор прицепĕ çинчен сиксе аннă чухне сулахай урине амантнă, больницăра 47 кун выртса сипленнĕ. "Комбайн" хуçалăхра пăру витине шал енчен дезинфекци тунă чухне ветеринари фельдшерĕ дезинфекци тăвакан шĕвекпе куçне тата питне пĕçерттернĕ. "Сатурн" хуçалăхра ĕçлекенĕн килĕнчи ĕнине искусственнăй майпа пĕтĕлентернĕ чухне, ĕне хыçалти урипе тапса осеменаторăн кăкăр шăммипе хырăмне амантнă, унăн больницăра 21 кун выртса сипленме тивнĕ. Çак инкексен сăлтавĕсем ĕç сыхлавĕн йĕркисене кирлĕ пек пăхăнманнипе, вăтам сыпăкри ертỹçĕсемпе тĕп специалистсем ĕç сыхлав йĕркисене пурнăçланине тĕрĕслесе тăманнипе тата ĕçлеме условисем туса паманнипе, çынсене ку тĕлĕшпе ятарласа вĕрентменнипе, вĕсене вăхăтра медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларманнипе, инструктажсене вăхăтра, кирлĕ пек ирттерменнипе пулнă. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ĕç сыхлавĕн мероприятийĕсене туса ирттерме районĕпе 1116,9 пин тенкĕ, пĕр çын пуçне 182 тенкĕ расхутланă. Пĕр пин ĕçлекене районĕпе 0,48 инкек лекет, пĕр инкеке пула 29,7 ĕç кунĕ çухалнă. 100 çын ытла шутланакан предприятисенче №районта вĕсем _ 18№ çĕнĕ Ĕçлев кодексĕпе килĕшỹллĕн ĕç сыхлавĕ тĕлĕшĕпе ĕçлеме ятарлă çын уйăрмалла. Анчах та çакна "Труд", "Звезда" тата "Надежда" хуçалăхсен ертỹçисем ăнланмаççĕ пулмалла, паянхи кун та çак ĕçсене тумашкăн уйрăм çын е специалист çирĕплетмен. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ĕç сыхлавĕ енĕпе 234 çынна вĕрентнĕ, вĕсенчен 45-шĕ предприятипе организацисен ертỹçисем, 38-шĕ _ ĕç сыхлав специалисчĕсем, 110-шĕ _ ĕç сыхлав комиссийĕн членĕсем, 41-шĕ ĕç сыхлав енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйсем. Вĕрентỹ ĕçне иккĕмĕш çур çулта та ирттерме палăртнă. "Рассвет" тата "Кушкă" хуçалăхсенче ĕç сыхлавĕн пỹлĕмĕсене туса йĕркелеме килĕшнĕччĕ, специалистсене те палăртнăччĕ. Анчах вăл кирлĕ пек пурнăçланман. Мĕншĕн ыттисенчен вĕренмелле мар( Çур аки умĕн Ленин ячĕллĕ хуçалăхра ирттернĕ семинар-канашлăва хутшăннисем кунта ĕç сыхлавĕн пỹлĕмне еплерех ăста йĕркеленипе паллашнăччĕ. Çакăн пек классем К.Маркс ячĕллĕ, "Комбайн", Андреев ячĕллĕ, "Восход", "Звезда" тата ытти хуçалăхсенче те йĕркелеме пулать. Кашни уйăхра пĕр хутчен "Ĕç сыхлавĕн" кунне ирттермеллине пĕлетпĕр, анчах çакна пĕр хуçалăхра та тумаççĕ. Ĕç сыхлавĕн условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе ĕç вырăнĕсене аттестацилес пирки те каласа хăварас килет. Ял хуçалăх производство кооперативĕсенче çакна вырăна хумаççĕ. Пирĕн пата кашни кун тенĕ пекех професси чирĕпе чирлекенсем килеççĕ, аттестаци карточкине çырса пама ыйтаççĕ. Ку ĕçе кашни хуçалăхра йĕркеленĕ комисси туса пымалла, ĕçлекенсене пулăшмалла. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта районти прокуратура тата ĕç сыхлав инспекцийĕн работникĕсем хутшăннипе "Кушкă", "Свобода", "Яманчуринский", "Мир", "Заря", "Прогресс" тата ытти хуçалăхсенче тĕрĕслевсем иртрĕç. Вăл çакна кăтартса пачĕ: хуçалăхсенче ĕç сыхлавĕ енĕпе çыхăннă документсене кирлĕ пек çырса пымаççĕ. Чылай çĕрте ĕç сыхлав инструкцийĕсене çĕнĕ Ĕçлев кодексĕпе килĕшỹллĕн туса йĕркелемен, должноçра ĕçлекенсен инструкцийĕсене туса хатĕрлемен, инструктаж ирттерме программа тата журналсем те çук, ĕç сыхлавĕн мероприятийĕсене туман. Малашне документсене кирлĕ пек туса хатĕрлесчĕ. Вырма пуçланиччен вăхăт нумай юлмарĕ. Çак тапхăрта инкексемпе пушарсем ан пулччăр тесен ял хуçалăх машинисемпе ĕçленĕ чухне хăрушсăрлăх техникин йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Вĕсемпе килĕшỹллĕн тракторсемпе тата ытти ял хуçалăх техникипе çỹреме ирĕк паракан удостоверени, хăрушсăрлăх техники йĕркисемпе инструктаж илнĕ тата медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, 17 çул тултарнă çынсем анчах ĕçлеме пултараççĕ. Комбайнсем кăлтăксăр ĕçлеччĕр тесен, вĕсене хире илсе тухиччен ĕçлеттерсе тĕрĕслемелле, çаврăнакан пайсене кожухсемпе хупламалла. Кашни комбайн çинче икĕ огнетушитель, йывăç тата тимĕр кĕреçесем, ешчĕкпе хăйăр, 40 литр шыв кĕрекен икĕ фляга, шăпăр, медаптечка пулмалла. Тракторпа автомашинăсене огнетушительпе кĕреçе тата ытти хатĕрсемпе тивĕçтермелле. Комбайнпа тыр-пул вырма тухиччен хирте çỹремелли çулсене тикĕслемелле, маршрутсене палăртмалла, канмалли вырăнсене уçă вырăнта йĕркелемелле. Комбайнсене тата ытти техникăна юсанă чухне двигательсене сỹнтермелле. Комбайнсемпе стогометательсем ытларах çырма-çатраллă вырăнсенче тата электричество линийĕсем айĕнчен иртнĕ чухне инкексем пулма пултараççĕ. Çавăнпа та маршрут хучĕсем çине хăш участоксенче мĕнле çаврăнса ĕçлемеллине кăтартса хумалла. Йĕтемсенче агрегатсем электричествăпа ĕçленĕ чухне питĕ тимлĕ пулмалла, вĕсене çĕрпе çыхăнтармалла. Улăм купаланă çĕрте те хăрушсăрлăх техникин йĕркисене çирĕп пăхăнса ĕçлемелле. Ĕçлекенсем хушшинче пĕрин асли пулмалла, вăл мĕнпур ĕçе йĕркелесе пымалла. Хушăк çинчен аннă тата унта хăпарнă чухне вĕрентен тунă чикмексемпе усă курмалла, стогометательсемпе _ юрамасть. Улăм хушăкĕсене электричество линийĕсем айне купаламалла мар. Çынсене хире леçме кашни хуçалăхран ятарласа хатĕрленĕ транспорт уйăрмалла, водителĕн ĕçри стажĕ виçĕ çултан кая мар пулмалла. Хуçалăхсенчи йĕтемсенче тата ытти объектсенче шывпа тултарнă цистернăсем, пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсем пулччăр. Гидрантсене, крансене юсавлă тытмалла. Пĕвесемпе плотинасем патне шыв илме пымашкăн ятарлă площадкăсем хатĕрлемелле. Кашни участокрах телефонсем юсавлă пулмалла, хуралçăсене çирĕплетмелле, вĕсене кирлĕ пек инструктаж памалла. Пушар тухасран сыхланса çĕрлене бензовозсене тата ытти цистернăсене шывпа тултарса лартмалла. Ĕçри дисциплинăна, хăрушсăрлăх техникин тата пушара хирĕç кĕрешмелли йĕркесене çирĕп пăхăнса ĕçлесен çеç вырмана инкек-синкексĕр ирттерсе яма пултаратпăр.