Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çар çынни пулма çуралнă

        Пирĕн вăхăтра хăйсен ирĕкĕпе Раççей çарĕн ретне тăракан çамрăксем, шел пулин те, ытлашши мар. Ашшĕ-амăшĕсем ывăлĕсене çара каяссинчен кирек мĕнле майпа та пăрса хăварма тăрăшаççĕ. Анчах пурте мар... Тĕмерте пурăнакан Мария Васильевнăпа Герольд Зосимович Солинсен ывăлĕ Алеша хăй ирĕкĕпе çара кайма шутланине савăнсах йышăнман пулин те ăна хирĕçлемен. Ывăлĕ 18 çул тултарнă ĕнтĕ, çамрăклах хăй пирки хăй шутлама хăнăхнă. 9 класс хыççăн Суворов училищине вĕренме кĕнĕ. Ăна ăнăçлă пĕтернĕ. Халĕ, акă, хăйне çар службинче тĕрĕслесе пăхасшăн. Солинсем ывăлне çара ăсатса яни кĕçех çур çул çитет. Алеша Çурçĕр флотне службăна лекнĕ. Суворов училищинче вĕренни усса кайнă пулас. Çар служби те çăмăл иртни çинчен çырса пĕлтерсех тăрать килне. Ăс-тăнĕпе те, вăй-хал тĕлĕшĕнчен те Турри кỹрентермен ăна. Çак кунсенче ашшĕпе амăшĕ чаç командованийĕнчен Тав çырăвĕ илчĕç те питĕ савăнчĕç. "Алексей çар присягине йышăннăранпа тăватă уйăх иртрĕ. Çак вăхăтра вăл çар специальноçне ăнăçлă алла илчĕ, класлă специалист пулса тăчĕ, халĕ те çарти ăсталăха тăрăшса ỹстерсе пырать. Службăри тивĕçе пурнăçланă чухне Алексей яланах пуçарулăх кăтартать, коллективра ырă ятлă, çын тивĕçне çирĕп тытать", - тенĕ Мария Васильевнăпа Герольд Зосимович Солинсен ячĕпе ывăлĕ службăра тăракан чаç командованийĕнчен килнĕ Тав çырăвĕнче. Унта салтак ашшĕпе амăшне лайăх ывăл пăхса çитĕнтернĕшĕн чĕререн тав тунă.



"Елчĕк Ен"
21 июля 2004
00:00
Поделиться