Утă çи
Йышлă выльăх-чĕрлĕх тытакан акционерсен "Прогресс" обществинче, çанталăк условийĕсене пăхмасăр, кашни çул выльăх апачĕ нумай хатĕрлеççĕ. Ĕçе комплекслă майпа йĕркелесе пыни вара ĕç тухăçлăхĕпе пахалăхне тата ỹстерет. Çулпа çул пĕрешкел килмест. Хальхинче, çумăрлă кунсем вăраха тăсăлнипе, утă çи те каярах пуçланчĕ. Ку лару-тăрура ĕçри хăвăртлăха ỹстерме кирли каламасăрах паллă, унсăрăн вырмара йывăрлăх килсе тухма пултарĕ. Çакна шута илсе общество председателĕ Михаил Разумов, вăтам сыпăкри ертỹçĕсемпе канашласа, выльăх апачĕ хатĕрлессине иртнĕ çулсенчи пек пĕр ушкăнпа мар, харăсах икĕ ушкăнпа йĕркелеме йышăннă. Ура çинче çирĕп тăракан акционерсен обществинче выльăх апатне васкавлăн пухса кĕртме пултарасса пĕлсе тăратпăр. Мĕншĕн тесен çакăн валли кунта пур услови те çителĕклĕ, чи кирли, ку чухнехи хăватлă техникăпа пуян пулни акционерсене умри пысăк йывăрлăхсен тĕлĕнче те чăхăмлама памасть. "Полесье" энергоустановка пурри те обществăна пысăк çăмăллăх кỹрет. Асăннă техникăпа йĕпе-сапара та пĕр чăрмавсăр уя тухма, пахалăхлă выльăх апачĕ хатĕрлеме май пур. Кăçал вара утă-сенаж хатĕрленĕ чухне усă курмалли вĕр çĕнĕ тепĕр икĕ техника хутшăнчĕ. Пĕри _ "Текстильмаш" УАОра туса кăларнă, курăка вĕтетекен "Волга-2" роторлă комбайн, тепри _ ПН-360 çулакан агрегат. Çапла майпа утă çине çулакан агрегатсем _ 5, курăка тураса вĕтетекен комбайнсем _ 5, унсăр пуçне вуншар автомашина хутшăнать. Комплекслă майпа выльăх апачĕ хатĕрлессине йĕркелесе ертсе пырассишĕн общество председателĕн çумĕ Петр Скворцов яваплă. Турра шĕкĕр, ку эренере çанталăк уяр, шăрăх тăчĕ. Çавна май Михаил Разумов председательпе, Владимир Сочков тĕп агрономпа пĕрле обществăн Елчĕкри, Патрекелти хирĕсене çитсе куртăмăр, пĕрремĕш бригадăри траншейăсене сенаж хывакан ĕçченсемпе тĕл пултăмăр. Хĕртекен хĕвелтен уйра ниçта тарса пытанма çук. Кассăн-кассăн çил вĕрсе иртни вара ỹт-пĕве вăхăтлăх уçăлтарнăн туйăнать. Кунĕ-кунĕпе хирте ĕçлеме, шăрăх пĕçертнине чăтма çăмăл мар. Анчах механизаторсем нăйкăшмаççĕ, ир пуçласа таврана каç сĕмĕ çапичченех хиртен таврăнмаççĕ, шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлтан пурнăçлассишĕн хăйсен пĕтĕм вăйне параççĕ. Уя общество председателĕпе тĕп агроном килсе çитнине курса "Волга-2" комбайна çỹретекен Валерий Охотин трактор кабининчен пуçне кăларса анчах кăтартрĕ, агрегата чарса вăхăта ирттерес темерĕ пулас. Анчах эпир ăна чăрмантартăмăрах _ сăн ỹкерттертĕмĕр. Ун пек маттур ĕçчене асăрхамасан, чыс тумасан аван мар пулнă пулĕччĕ. Çĕнĕ техника кăлтăксăр, тухăçлă ĕçленине кура автомашинăсен кузовĕсем наччасрах сенажпа тулаççĕ, пĕрин-хыççăн тепри килсе тăраççĕ кăна. Водительсем те ĕçре пиçĕхнĕскерсем, шанчăклă çынсем: Михаил Кедров, Юрий Мартынов, Николай Романов. Патрекел бригадинче те ĕç вĕресе тăрать. Алексей Охотинпа Валерий Добронравов нумай çул ỹсекен курăксене утăлăх, сенажлăх çулчĕç. Трактор бригадин бригадирĕ Геннадий Филимонов иртнĕ çул усă курма кирлĕ пулман Е-281 йышши вĕтетекен агрегата юсарĕ, халĕ, акă, унпа хăй сенаж хатĕрлеме хутшăнать. Юрий Алюкин унăн пулăшаканĕ пулса тăрăшать. "Полесье" энергоустановкăна Владимир Мисяков ĕçлеттерет. Владимир Соловьев, Александр Егоров, Сергей Муллин водительсем те харсăр. Хатĕрлекен утта пĕтĕмпех пресласа кĕртме шутланă кăçал. Çак ĕçе пурнăçлама Юрий Ивановпа Геннадий Горшков механизаторсене шаннă. Хатĕр сенажа Патрекелти ĕне ферминчи траншейăсене хываççĕ. Геннадий Гаврилов, Валерий Крылов тата Иван Алюкин механизаторсем траншейăри симĕс массăна пусăрăнтараççĕ. Патрекелти шкулта ăс пухакан Слава Гавриловпа Дима Алексеева, Миша Клементьева тата ыттисене сенажа тăварпа хутăштарма шаннă. Çакă арçын ачасен юратнă ĕçĕ пулса тăчĕ тейĕнех халĕ. Мĕншĕн тесен, хуçалăх производствине иртнĕ çулсенчех хутшăнса ĕçлеççĕ вĕсем. Алла-аллăн тытăнса ĕçлени, йыш чăмăркка пулни, акционерсен "Прогресс" обществине ура çинче çирĕп тăма, малалла аталанма май туса парать.