Çанталăк уяр
Çанталăк уяр тăнине кура Ленин ячĕллĕ хуçалăхра пĕтĕм ĕç вăйне выльăх апачĕ хатĕрлеме янă. Утăлăх курăка А.Овечкинпа И.Арбузов çулаççĕ, ăна типсенех Владиславпа Валерий Соколовсем пресс-подборщикпа пуçтараççĕ. Виталий Соколов хатĕр тюксене уй-хиртен тиесе тăрать, С.Филимонов хушăк хывать. Ĕçе тĕрĕс йĕркеленипе вăл кал-кал пырать. Сенаж хывасси те хуçалăхра йĕркеллĕ. Кăштах кушăхнă курăка О.Патшинпа В.Майков агрегатсемпе вĕтетеççĕ. Сенажа хывмалли массăна турттарнă çĕре куллен тĕрлĕ йышши 6 техника хутшăнать.
"Елчĕк Ен"