Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕнĕрен йĕркелеме вăхăт

        Çула çитмен çамрăксем право йĕркине пăснине тата престпуплени тунине тишкерсен çакă палăрать: киревсĕр ĕçсене çамрăксем ытларах каçхи тата çĕрлехи вăхăтра обществăлла вырăнсенче тăваççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ 1997 çулта йышăннă постановленипе килĕшỹллĕн, çуллахи вăхăтра 12 çула çитмен ачасен урамра, обществăлла вырăнсенче каçхине 20 сехетчен, 12 çултан пуçласа 18 çул тултарман çамрăксен 22 сехетчен пулма юрать. Палăртнă вăхăтран каярах юлсан вара çул çитмен çамрăксем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле кăна обществăлла вырăнта пулма пултараççĕ. Çĕрлехи вăхăтра ача урамра асăрхаса тăраканни çуккине пула, хăйне ирĕклĕ тытма тăрăшать, эпĕ текех пĕчĕк мар тесе эрех-сăра ĕçме, пирус туртма тытăнать. Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем ирттерекен кулленхи рейдсенчен çакă курăнать: 23 сехетпе 2 сехетчен урамра питĕ нумай çамрăк çỹрет, вĕсен хушшинче 7-11 классенче вĕренекенсем те чылай. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсен хăйсен ачисем ăçта, кампа çỹренипе, вăхăта мĕн туса ирттернипе интересленмелле. Ирхине Елчĕкри тĕп лапамра пушă кĕленчесем, пирус тĕпĕсем выртнине кăтартасчĕ вĕсене. Çакна урăх никам та мар, пирĕн юратнă пепкесем тунă: ĕçнĕ, туртнă, вараланă, мĕн тери илемлĕ вырăна чыссăрлатнă. Район администрацийĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн 23 сехетрен пуçласа ирхине 6 сехетчен урамра шавлама, шавлă ушкăнсене пуçтарăнма, çынсен çĕрлехи канăвне чăрмантарма юрамасть. Ашшĕ-амăшсен, учительсен коллективĕсен умĕнче çивĕч ыйту тухса тăмалла. Манăçа тухнă ашшĕ-амăшĕсен патрульне çĕнĕрен йĕркелесе яма вăхăт çитмен-ши( Çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасем шкулта мар, ашшĕ-амăшĕ çумĕнче пулнипе пĕрлех учительсен те айккине пăрăнса юлмалла мар. Вĕренỹ çулĕ пуçлансан çав ачасемех шкула килеççĕ. Апла пулсан, çула çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекци учительсемпе ашшĕ-амăшĕсенчен йĕркеленĕ патрульсене яланах пулăшма хатĕр. Пĕрле тачă çыхăну тытса ĕçлесен, тен, пирĕн ачасем хăйсене обществăлла вырăнта сăпайлă тытма вĕренĕç, право йĕркине пăсмĕç, преступлени тумĕç.



"Елчĕк Ен"
17 июля 2004
00:00
Поделиться