Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

АРИС служби пĕлтерет

        Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче утă уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне нумай çул ỹсекен курăксене 5855 гектар (46 процент) çулнă. Районĕпе 658 тонна (7 процент), "Родник", "Заря", "Прогресс" хуçалăхсенче 48-29 процент утă хатĕрленĕ. Пурĕ 6369 тонна (25 процент), "Комбайн", "Заря", "Восход" хуçалăхсенче 86-76 процент сенаж хывнă. "Свобода" хуçалăхра 512 тонна (73 процент) силос хатĕрленĕ. Кĕрхи культурăсем акма 1487 гектар çĕр хатĕрленĕ. Районĕпе кашни ĕнерен 11 килограмм, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 2,0 килограмм каярах сĕт сунă. Чи пысăк сăвăм "Комбайн" хуçалăхра - 17,2 килограмм, чи пĕчĕкки - "Дружба" хуçалăхра - 4,4 килограмм.



"Елчĕк Ен"
16 июля 2004
00:00
Поделиться