Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Улшăнусем куç умĕнче

           Улшăнусем куç умĕнче Нумаях пулмасть манăн районти тĕп больницăн терапи уйрăмĕнче выртса чиртен сипленме тиврĕ. Çавăнпа юлашки тапхăрта тĕп больницăра пулса иртнĕ ырă улшăнусене хам куçпа курса ĕнентĕм. Кунта халĕ тирпейлĕ, илемлĕ пулнине больница картишне пырса кĕрсенех асăрхама пулать. Унчченхи пысăк йывăçсене каснă та территори уçăлсах кайнăн туйăнать. Вăхăтĕнче шурлăха типĕтес тесе лартнă-ха ĕнтĕ ку йывăçсене. Çăра вăрман пек патмар тирексем çине йăва çавăрнă кураксем нумай саслă хор юрланă пек шавлă сасă кăларса тăратчĕç. Тирек çинчен вĕçекен мамăксем тавралăха варалатчĕç. Кивелнĕ йывăç çуртсене те пăсса тасатнă. Уçă çĕрте халĕ сип-симĕс курăк ешерет. Территорие тĕрлĕрен транспортпа кĕме те чарнă халĕ, больница картишĕнче унчченхи пек сурăх-качака хуçаланмасть. Сывалмалли уйрăмсенче те улшăнусем нумай пулса иртни куç кĕрет. Сипленме пыракан çыншăн халĕ кирлĕ эмелсене аптекăсем тăрăх шыраса хăшкăлмалла мар, ăна больницăрах параççĕ. Пĕр хутчен усă курмалли шприцсене анчах туянмалла, аптека вара кунтах. Палатăсенче те çĕнĕ йышши сĕтел-пукан, тумбочкăсем туянса лартнине курма пулать. Столовăй енчен тухакан тутлă апат шăрши сăмсана кăтăклать, аппетита уçать. Чирлисене кунне 3 хутчен апатлантараççĕ, яшкана ашсăр пĕçермеççĕ, тĕрлĕрен пăтăпа пĕрле услам çу, сыр параççĕ. Хутран-ситрен çăмарта, шаритленĕ пулă та астивсе курма пулать. Кашни апат хыççăн пылак чей, компот кирлĕ таран ĕçме пулать. Уйрăмра ĕçлекен медицина сестрисене кашнине ятран асăнма май та çук. Вĕсем пурте ырă кăмăллă, çепĕç чĕлхепе ăшшăн калаçса чирлĕ çынсен чунĕсене ăшăтса сывалас туйăм çуратаççĕ. Санитаркăсем те ларма-канма пĕлмесĕр тасалăхшăн тăрăшаççĕ. Хăш-пĕр каç çĕрĕпе куç хупайман вăхăтсем те пулаççĕ шурă халатлă ĕçченсен. Кунтах суту-илỹ точкисем, буфет пулни те питĕ лайăх. Чирлĕ çын патне пыракан хăйĕн тăван-пĕлĕшне мĕн кирлине туянса кĕрсе пама пултарать. Час-часах хĕвел ăшшине тухса ларакан ушкăна курма пулать. Ватăрах çынсем тĕрлĕ вăхăтсем çинчен аса илсе сỹтсе яваççĕ. Хăшĕ-пĕри хальхи пурнăçа, çамрăксене тиркесе калаçать. Чăнах, пур-ха ушкăн çамрăк çинче начар енне туртăнакансем. Пурне те пĕр виçепе виçеймĕн. Лайăх енĕпе палăракан çамрăксем те сахал мар. Акă, манпа пĕрле пĕр палатăра выртнă Çĕнĕ Эйпеç ачи Александр Журавлев хăйĕн сăпайлăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Вăл Чечняра службăра пулнă, апла пулин те пуçне каçăртса çỹремест, ватăпа ватă пек, çамрăкпа çамрăк пек пулма пĕлет, чирлисене яланах хăйĕн пулăшу аллине тăсать. Тепĕр ачи, Дмитрий Шашков, Елчĕкри вăтам шкулта вĕренет, ун çинчен те ырăпа кăна асăнас килет.



"Елчĕк Ен"
14 июля 2004
00:00
Поделиться