Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

60 çулта ăмăртăва хутшăннă

       Тĕмерте пурăнакан Николай Егорович Кириллов 60 çул тултарнине хăйне евĕрлĕ паллă тунă. Республика кунĕнче Елчĕкри ипподромра "Горбуша" урхамахпа сĕрен ярса районта иккĕмĕш вырăна тухнă. Вăл тытса пынă урхамах 1600 метра 2 минут та 12 çеккунтра чупса тухнă. Николай Кириллов ултă теçетке çул хушшиче такам та пулнă. 10 çулта колхоз производствине хутшăнса ĕçленĕ, Совет Çарĕнчен таврăнсан лашасем пăхнă, вăрман каснă, çурт-йĕр тунă, хатĕрлев кантурĕ валли халăхран ял хуçалăх продукчĕсем, чĕр тавар пуçтарнă. Кирек ăçта ĕçлесен те лашасене манман. Вăл пăхнă лашасем районти Акатуйра тăтăш палăрнă. Лаша спортне кăмăллакансем Тĕмерсен "Карагач" ятлă хитре те çивĕч урхамаха астăваççех. Пенсие тухас умĕн Н.Кириллов ĕç лашине районти ăмăртăва хатĕрленĕ, хăй пултаруллă конюх, 60 çулта та ăста юлан утçă пулнине кăтартса панă.



"Елчĕк Ен"
14 июля 2004
00:00
Поделиться