Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕçлекен халăха хисеплемелле

              Районти хăй тытăмлăх пуçлăхĕ Н.П.Миллин район администрацийĕн пай, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура район пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă нумай ыйтусене çĕкленĕ. Кăçал, кĕркуннен пĕрремĕш уйăхĕ тĕлне, районта уйрăм çуртсене çут çанталăк газĕ кĕртессине вĕçлемелле. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çакăн пек тĕллев лартнă. Çавна май ялсенче пурăнакансем, подрядчиксем пулăшнипе халĕ каланккасем, газ çуннин юлашкийĕсем тухса кăймалли мăрьесем тăваççĕ, газ котелĕсем вырнаçтараççĕ. Пурте çу кунĕсенче газ кĕртес ĕçе вĕçлесшĕн. Ĕçĕ нумай, газпа усă курма ирĕк паракан организацисем те темиçе. Вĕсенчен пĕри _ Елчĕкри ВДПО. Унăн умĕнче халăх яланах йышлă. ВДПО ертỹçи К.Патшин каланă тăрăх, хăш-пĕр чухне темиçе килшĕнех пĕр яла çитме тивет. Мăрьесене тĕрĕслемелли килсене те палламан ялта тупма йывăр. Çавна пула ВДПО умĕнче халăх ялан йышлă. ВДПО ертỹçи ăнлантарни район администрацийĕн пуçлăхне тивĕçтермерĕ: "Мĕншĕн ял администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе çыхăнса ĕçлеместĕр( Пĕр-икĕ килшĕн ялсем тăрăх çỹреме кирлĕ мар. Тĕрĕслемелли килсен списокне ялсенче хатĕрлемелле. Йышлă пуçтарăнсан ял администрацийĕн пуçлăхĕ чĕннипе вырăна тухса мăрьесене тĕрĕслемелле. Хальхи пек ĕçлесен ВДПО умĕнчен хĕл лариччен те çын татăлмасть, ĕç те малалла каймасть". Н.П.Миллин газ кĕртес ыйтупа кашни уйрăм çынна Елчĕке темиçе хут килсе каяссине пĕтерме, газ мăрйисене тĕрĕслеме "Канашмежрайгаз" ООО специалисчĕсене явăçтарма кирлине, Елчĕкри ВДПО мăрьесене тĕрĕслесе усă курма ирĕк панисĕр пуçне çемье членĕсене страхласа укçа илни вырăнсăр пулнине палăртрĕ. Унăн тĕп ĕçĕ мăрьесене усă курма ирĕк парасси пулмалла, терĕ вăл. Малашне те çакăн пек ĕçлесен лицензисĕр тăрса юлма пулать. Район администрацийĕн строительство, коммуналлă хуçалăх тата газ кĕртес енĕпе ĕçлекен пай ертỹçи И.В.Кузнецов газ кĕртес енĕпе çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ, килес çул ял урамĕсене шыв пăрăхĕсем хывмалли, килсене шыв кĕртмелли çулталăк пулнине палăртрĕ. Çавăнпа унăн проекчĕсене тума тытăнмалла. 2005 çулта Елчĕкре тасатакан сооружени тума тытăнасшăн. Район администрацийĕнчи канашлура ялсене тирпей-илем кĕртес ыйтăва та хускатрĕç. Кун пирки тăтăш калаçатпăр пулин те, çитменлĕхсем куллен тĕл пулаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин урамсене кирлĕ мар ăпăр-тапăр, никĕс чавнă чухне тăпра кăларса тăкнине, гаражсемпе картасене чикĕрен тухса урама кăларса лартнине тата тытнине, Елчĕкри аэродром территорине йĕпе-сапара транспорт çăрса çỹренине хирĕç ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем çивĕч кĕрешмеллине тепĕр хут аса илтерчĕ.



"Елчĕк Ен"
14 июля 2004
00:00
Поделиться