Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ял çинче яту юлтăр ĕмĕре

          Çак кунсенче "Вырăскасси" ятлă истори очеркĕсен пуххипе паллашма тỹр килчĕ. Ăна Вырăскасси ялĕнче пурăннă С.К.Кириллов учитель-пенсионер чылай çул каяллах çырса хатĕрленĕ. С.К.Кирилловпа эпир 1940 çулхи октябрьте пĕрле Хĕрлĕ Çара службăна кайнă чухне паллашнăччĕ. Вăл Патăрьелĕнчи педучилище пĕтернĕ хыççăн тĕрлĕ ялсенче учитель пулса ĕçленĕ. Эпир хальхи Беларусь республикине кĕрекен Бобруйск хулинчи пĕр ротăна лекрĕмĕр. Семен Кириллович пиртен темиçе çул аслăрахчĕ. Спортпа интересленетчĕ. Астăватăп-ха, турник çинче алă вăйĕпе 48 хутчен туртăнчĕ, ротăра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, командованирен тав сăмахĕ илчĕ. Вăл вĕренỹре те лайăх ĕлкĕрсе пынипе палăрса тăратчĕ. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланнă кунах контузие пула лазаретра выртса тухрĕ. Эпĕ _ радист, вăл телефонистсен взводĕнче пулнă, çапах та час-часах тĕл пулса калаçаттăмăр. Анчах çав çулăн ноябрь уйăхĕнче С.Кириллова урăх чаçе куçарчĕç. Эпир унпа урăх тĕл пулаймарăмăр. Вăрçă вĕçленсен киле таврăнтăм. Семен Кириллович Вырăскасси ялĕнче учительте ĕçлет тенине илтсен питĕ савăнтăм, тĕл пулса калаçрăм. Вăл вăрçăра нимĕçсене хирĕç çапăçни, темиçе хутчен те аманни çинчен куççулĕ витĕр каласа пачĕ. Станковый пулеметчик пулнă май вут-çулăма пайтах тỹснĕ. Ахаль салтакран рота политрукне çити хăпарнă. Çапăçура 4 хутчен аманнă, инвалид пулса яла таврăннă. Сывлăхĕ хавшак пулин те алă усса ларман, учительте вăй хунă, пушă вăхăтра колхоз ĕçне те хутшăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче КПСС райкомĕнче ĕçленĕ май М.Ф.Ефремовпа пĕрле район историне çырас кăмăл çуралчĕ. Вăрçăччен районта ответлă вырăнсенче ĕçленĕ çынсен аса илĕвĕсене пухрăмăр. Вĕсене уйрăм папкăна вырнаçтартăмăр. Эпĕ, КПСС райкомĕн парти кабинечĕн заведующийĕ пулнă май, çав çулсенче ответлă ĕçре тăрăшнă çынсен фотоỹкерчĕкĕсенчен парти кабинечĕпе Советсен çурчĕн коридорĕнче темиçе фотостенд йĕркелерĕм. Çав вăхăтрах Аслă Елчĕк ял историне тĕпчеме пикентĕм. Вырăскасси ялĕнче пулса хамăн шухăшпа С.Кириллова паллаштартăм. Вăл манăн шухăша ырларĕ çеç мар, хăйсен Вырăскасси ял историйĕ çинчен материалсем пухма пулчĕ. Эпир район историйĕпе ал çырусем пухнине районти ятлă çынсемех сивлерĕç. Кайран, эпĕ райкомра ĕçлеме пăрахсан, тепĕр çулĕнче №1971 ç.№ çак материалсем пачах çухалчĕç. Яла ĕçлеме куçнă хыççăн эпĕ çине тăрсах ял историне çырассине малалла тăсрăм. 1972 çулта истори очеркĕсене районти "Колхоз ялавĕ" хаçатра пичетлеме тытăнтăмăр. "Аслă Елчĕк историйĕ" хаçатра пичетленнĕ хыççăн Чăваш патшалăх наука тĕпчев институчĕ çак историне тĕпчесе тухса республикăн ылтăн фондне кĕртме йышăннă. Вăл халĕ те унтах упранать. Юлашки 25 çул хушшинче пирĕн ял историйĕпе усă курса тĕрлĕ хуласенчи аслă шкулсенче 1-2 курссенче вĕренекен 49 студент реферат çырса зачет панă, 2 учитель аслă шкулта диплом хỹтĕленĕ, пĕр çын аспирантурăна вĕренме кĕнĕ. С.Кириллов та "Сăмахăм тăван ял çинчен" истори очеркĕсем çырма пикенни çинчен пĕлтерчĕ. Вăхăтне, укçи-тенкине шеллемесĕр эрни-эрнипе Хусанти, Шупашкарти архивсенче ларса материалсем хатĕрлерĕ. Тĕл пулса калаçнă хыççăн тĕлĕнеттĕм унăн тăрăшулăхĕнчен, ỹркенменлĕхĕнчен, хавшак сывлăхне упрамасăр ял историйĕнчи мĕн тери кăткăс ыйтусене татса пама тăрăшса вăй хунинчен. С.Кириллов ял историне питĕ тĕплĕн хатĕрленсе çырни курăнать. Унта пур ыйтăва та çутатма тăрăшнă. Тĕрĕссипе пирĕн çамрăк ăру йăхсен аталанăвĕпе пачах та интересленмест. Хăш та пĕрисем хăйсен аслашшĕпе асламăшĕн ячĕсене те, хăйсен хушамачĕ ăçтан тухса кайнине те пĕлмеççĕ. С.К.Кириллов кĕнекинче яла хăçан, камсем пуçласа янине çеç мар, вĕсем ăçтан куçса килнине, вĕсен йăх тымарĕсем мĕнле аталанса пынине питĕ лайăх çутатса панă. Çавăн пекех çырма-çатра ячĕсене, вĕсем хăçан, ăçтан пуçланса кайнине тĕплĕн çырнă. Кĕнекери ял çĕрĕн планĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Архаизма юлнă авалхи çĕр, йывăрăш, инçĕш виçисене те ăнланмалла çырса хăварнă. Çаксем çамрăксемшĕн питĕ интереслĕ пулмалла. Вырăскасси тата кỹршĕ ялсенче социал-демократсен юхăмĕ, çут ĕç, сывлăха сыхлас ĕç мĕнле аталаннине питĕ меллĕ çутатнă. Ялпа ертсе пырас ĕçри çитменлĕхсем тата çак çитменлĕхсем камсен айăпне пула пынине те çутатнă, фактсемпе çирĕплетнĕ. Акă, 1956 çулта "Путь Ленина" колхоз председателĕ пулма В.А.Александрова суйласан колхоз хăвăрт ура çине тăнă, экономика енчен тĕрекленнĕ, ĕçшĕн тỹлесси çулсерен ỹссе пынă, çитес çул валли те саппас тырă хăварнă. 1960 çулта "Россия" колхозпа пĕрлешсен ỹсĕм чакнă. Кĕнеке лайăх вуланать. Ăна факультативпа Çуткỹлĕнчи шкулта вĕренекенсене паллаштарма тынăнни ырă тĕслĕх пулĕччĕ. Ахальтен мар Н.Федоров Президент та Патшалăх Канашне янă çырура çак шухăша мала хурать: "Ачана мĕн пĕчĕкрен пĕчĕк çĕршывăн историне хăнăхтармалла, унра малтан пĕлỹ патне туртăнма пулăшакан туйăм, кайран юрату, унтан _ хальхипе малашлăхшăн шухăшлама пулăшакан яваплăх туйăмĕ çуратмалла!". Çакна каласа хăварни вырăнлă. Вырăскассипе Çуткỹл ялĕсенчен тухнă, аслă пĕлỹ илнĕ паллă çынсем сахал мар, анчах С.Кириллов çеç çамрăк ăру валли ку ял историне çырса хăварма ăс-пуç та, тăрăшулăх та çитернĕ. С.К.Кириллов учитель-пенсионер, инвалид, Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче чылай çул хушши чăтăмлăн хатĕрленсе çак пулас кĕнекен ал çырăвне çырса ял çыннисемшĕн нихăçан манми ĕç турĕ. Шел, вăл хăй çырса хатĕрленĕ ал çырăвне çутă кун кăтартаймарĕ. Йывăр сурансене пула çĕре кĕчĕ. Çапах та унăн ывăлĕ Н.С.Кириллов ку ал çырăвне пичетлеттерсе ял халăхĕ патне çитерме пултарчĕ.



"Елчĕк Ен"
19 мая 2004
00:00
Поделиться