Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Виççĕмĕш хут çĕнтернĕ

        Футболла выляса В.Г.Кудряшова асăнса ирттерекен район кубокне çĕнсе илессишĕн çурхи турнирта кăçал 7 команда вылянă. Финал çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче район центрĕнчи стадионра пулса иртнĕ. Унта К.Маркс ячĕллĕ ЯХПК тата Елчĕкри ДЮСШ командисем тĕл пулнă. Финал умĕн Аслă Таяпасем <Прогресс> ЗАО командинчен 5:4, <Рассвет> ял хуçалăх производство кооперативĕн футболисчĕсенчен 4:1 шутсемпе выляса илнĕ. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн команди çурма финалта <Дружба> ЯХПКри спорт тусĕсене 6:0 шутпа çĕнтернĕ. Финалти тĕл пулу чăннипех кăсăклă, интереслĕ иртнĕ. Çĕнтерỹçĕ кам пуласси юлашки минутченех иккĕленỹллĕ пулнă. Пĕрремĕш таймра площадка хуçисем ăнăçлăрах, пĕр-пĕрне ăнланса выляни палăрнă. Вăййăн пĕрремĕш çуррин юлашки çеккунчĕсенче спорт шкулĕн командин тапăнса выляканĕ Ю.Иванов вăйă шутне уçнă. Иккĕмĕш тайм пуçламăшĕнче К.Маркс ячĕллĕ ЯХПК командин футболисчĕ П.Васильев шута танлаштарнă. Нумаях та вăхăт иртмен Елчĕк командинчи А.Кузнецов Аслă Таяпа футболисчĕсен хапахине иккĕмĕш мечĕк тапса кĕртнĕ _ 2:1. Çакăн хыççăн хăнасем темиçе вылякана вырăнĕсемпе улăштарнă. Малтан хỹтĕленсе вылянă А.Скворцов, пиллĕкмĕш теçетке çулпа пыраканскер, тапăнса вылякан пулса мала кайнă. Шăпах вăл тапса панă мечĕксемпе П.Танкин, П.Васильев ăнăçлă усă курнă, Елчĕксен хапхине икĕ мечĕк тапса кĕртнĕ. Çакă вăйă шăпине татса панă. Аслă Таяпа команди 3:2 шутпа çĕнтернĕ, куçса çỹрекен çурхи кубока виççĕмĕш хут умлă-хыçлă çĕнсе илнĕ. Аслă Таяпара футбол команди çурхи кубока, район чемпионатне унччен те хутшăннă-ха. Анчах пысăк çитĕнỹсемех пулман. Хуçалăх ертỹçи А.Скворцов çамрăксене футбол вăййипе интереслентерсе янă, лайăх команда йĕркеленĕ. Унăн результачĕ куç умĕнче _ Аслă Таяпа команди виççĕмĕш хут çурхи кубок хуçи пулса тăнă. Командăсен спонсорĕсем Елчĕкри сыр тăвакан завод тата В.Изратов предприниматель пулнă.



"Елчĕк Ен"
19 мая 2004
00:00
Поделиться