Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Уявĕ çывхарать, ĕçĕ нумайланать

        Тунти кун район администрацийĕнчи канашлу Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ С.А.Гапликов тата республика правительствин членĕсем Елчĕке килсе кайнин итогĕсемпе Н.П.Миллин паллаштарнинчен пуçланчĕ. Çĕнĕ Премьер-министр çамрăк пулин те халăх хуçалăхне тĕплĕн пĕлет, хытă ыйтать, çав вăхăтрах ĕçлĕ сĕнỹсем парать, - терĕ вăл. _ Вĕсем вара, тĕпрен илсен, хамăр каланă çитменлĕхсемех. Акă, Премьер-министр машини, министрсен ушкăнĕ ларнă <Газель> Аслă Пăла Тимешре çут çанталăк газĕ кĕртнине тĕрĕсленĕ хыççăн çỹлти урамран ялти культура çурчĕ, библиотека, ял администрацийĕпе ЯХПК правленийĕ вырнаçнă çурт умĕпе иртрĕç. Пĕр уйăх каялла унчченхи Премьер-министр Н.И. Партасова килсе кайнă чухнех вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăка тимĕр картаран <хăтармалли>, çак вырăнти тĕп лапама Елчĕкри евĕр йĕркелемелли çинчен хушса хăварнă. Правительство членĕсем халĕ çĕнĕ пулин те ĕçлĕ хушусем, сĕнỹсем сыхланса юлаççĕ. Вăхăт иртнĕ, анчах кунта нимех те туман. Çавăнпа район ертỹçисене çакнашкал ыйту панă: <Маларах хушса хăварнисем мĕншĕн пурнăçланмаççĕ(> Исемпел ялĕн хĕрринче ял çыннисем кăларса пăрахнă ăпăр-тапăра вĕтĕ çумăр айĕнче шкул ачисем пуçтарни С.А. Гапликова та, Правительство членĕсене те тĕлĕнтернĕ: <Ĕçе мĕншĕн ячĕшĕн тăвас, маларах пуçтарма пулман-и вара е эпир килмен пулсан çаплипех выртатчĕ-и(> Лаш Таяпари врач офисне Республика кунĕ тĕлне ĕçе кĕртмелли пурне те паллă. Анчах ĕç питĕ ерипен пырать. Палăртнă вăхăтра ĕçе вĕçлес тесен кунта куллен 45 çын ĕçлемелле, терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Малалла Н.П.Миллин ялсене тирпей-илем кĕртес ĕç мĕнле пыни çинче чарăнса тăчĕ. Ку енĕпе Лаш Таяпа, Аслă Пăла Тимеш ял администрацийĕсем япăх ĕçленине палăртса хăварчĕ. Америка кленĕ ят панă йывăç пĕр ĕрчесен хăвăрт, армак-чармак сарăлса каять. Ăна Елчĕкре кăна мар, пур çĕрте те пĕтерме тăрăшаççĕ. Пирĕн районта та çавăн пекех. Анчах çакă хăшĕ-пĕрисене килĕшмест. Район администрацийĕн пуçлăхĕ залра ларакансене çакăн пек ыйту пачĕ: <Эсир хăвăр пахчăрта çак йывăçа ỹстеретĕр-и? Çук! Апла пулсан çак йывăçсем мĕншĕн предприятисемпе организацисен пахчисенче, территорийĕсенче ỹсмелле?> Тĕрĕс сăмаха хирĕç хурав çук паллах. Канашлура районти пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх производство предприятине сăмах самаях тиврĕ. Предприяти тирпей-илем кĕртмелли ĕçсене вăхăтра пурнăçласа пыманнине пула вĕсем нумай пуçтарăнса каяççĕ. Кашни кун ĕçе вăхăтра туса пырсан пурте йĕркеллĕ пулмалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕ район центрĕнчи урамсенче ял сăн сăпатне яракан нумай çитменлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ. Ку енĕпе райадминистрацин яваплă работникĕсем çителĕксĕр ĕçленине палăртрĕ. Районта йĕркеленĕ комисси ялсене тирпей-илем кĕртессипе мĕнле ĕçленине район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ П.А. Ефимов паллаштарчĕ. Ялсенче кирлĕ мар япаласене тăкмалли ятарлă вырăнсем тăвасси пирки тахçанах калаçу пырать, кун пирки ятарлă хушу та пулнă. Анчах вăл пурнăçланмасть. Çавăнпа хуçалăхри кирлĕ мар япаласене ăçта килнĕ унта кайса тăкаççĕ. Пĕри Елчĕк-Канаш çул хĕррине юрăхсăр газ плити кăларса лартнă. П.А. Ефимов кашни ялпа тенĕ пекех çитменлĕхсене асăнса тухрĕ, вĕсене пĕтермеллине палăртрĕ.



"Елчĕк Ен"
19 мая 2004
00:00
Поделиться