Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Н.П.Миллин - Мускав кокурсĕн лауреачĕ

        Хаçатăн ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче тухнă номерĕнче эпир Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин "Чăваш Республикинчи муниципалитетăн чи лайăх служащийĕ" номинацире çĕнтерни, унăн кандидатурине "Пĕтĕм Раççейри муниципалитетăн чи лайăх служащийĕ" конкурса хутшăнма тăратни çинчен пĕлтернĕччĕ. Нумаях пулмасть Н.П.Миллин ячĕпе Мускав вице-мэрĕнчен, РФ Муниципалитет академийĕн Президентĕнчен В.П.Шанцевран телеграмма килнĕ. Унта "Пĕтĕм Раççейри муниципалитетăн чи лайăх служащийĕ" конкурс оргкомитет йышăнăвĕпе Н.П.Миллина конкурс лауреачĕн ятне пани çинчен пĕлтернĕ, ăна Мускава, лауреатсене чыслакан церемоние хутшăнмашкăн килме чĕннĕ.
         Район пуçлăхне республикăра чи лайăххи тесе йышăнни, Мускавра лауреат ятне пани район историйĕнче халиччен пулман. Районта республика кунне паллă тума хатĕрленес умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн çитĕнĕвĕ район ячĕ-сумне те çĕклет.


"Елчĕк Ен"
19 мая 2004
00:00
Поделиться