Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ырă туни ырăпа таврăнĕ

        Тĕмерте пурăнакан Валентина Кирилловна тата Анатолий Михайлович Карсаковсем ĕмĕрĕсене ял хуçалăхĕнче ĕçлесе ирттернĕ. Валентина Кирилловна, акă, 30 çул Тĕмерти ветеринари участокĕн врачĕ пулса Çирĕклĕ тăрăхĕнчи колхозсен, уйрăм çынсен выльăх-чĕрлĕхĕсене чир-чĕртен сыхланă, сипленĕ, ырă ĕçпе палăрса тăнă. Анатолий Михайлович пĕрлешсе пысăкланнă "Знамя" колхозра, маларах Тĕмер ялĕнчи хуçалăхра агроном, комплекслă бригада бригадирĕ, эрозие хирĕç кĕрешекен агроном пулнă. Елчĕк-Канаш автоçулăн сулахай енче вуншар гектар çинче вăрман тăрăхĕ çитĕнет. Унăн пысăк пайне А.Карсаков ертсе пынипе лартса хăварнă, çитĕнтернĕ. Ку вăл ăрусем валли юлакан пуянлăх. Халĕ Валентина Кирилловнăпа Анатолий Михайлович тивĕçлĕ канура. Çулĕсемпе те çамрăк мар ĕнтĕ. Анчах ватлăхра кăвакарнă çỹç çине хуйхă хыççăн хуйхă йăтăнать. Темиçе çул каялла Мускав институтĕнче вĕреннĕ ывăлĕ сарăмсăр вилсе выртрĕ. Кăçал кĕçĕн ывăл çемйинче пысăк хуйхă пулчĕ. Ака уйăхĕнче ватăсене тепĕр инкек килсе çапрĕ: электричество пралукĕнчен тухнă пушарта пилĕк кĕтеслĕ çурт çунса кайрĕ. Иçмасса кил-çуртри пĕр япалана та кăларса ĕлкĕреймен. Ватлăхра ĕç ветеранĕсем çуртсăр, çири тумтирпе тăрса юлчĕç. Валентина Кирилловнăпа Анатолий Михайлович хăйсен çуртне çĕнĕрен çĕклесшĕн. "Труд" пĕрлешỹллĕ хуçалăх ватăсене манмĕ-ха. Район администрацийĕ те йỹнĕ хакпа хĕрлĕ вăрман çырса пачĕ. Анчах кайса касма çын та, укçа-тенкĕ те кирлĕ. Вăл тата тĕрлĕрен строительство материалĕсем сахал мар кирлĕ пулаççĕ. Хисеплĕ вулакансем! Предприятисемпе организацисен ертỹçисем, предпринимательсем! Ватăсене пулăшма чĕнсе каласшăн: пулăшăр май килнĕ таран. Ырă туни ырăпа таврăнать. Пулăшма кăмăл тăвакансене Тĕмер ал администрацине, "Труд" ЯХПК правленине пĕлтерме ыйтатпăр. Тел.: 44-2-32, 44-2-81.



"Елчĕк Ен"
19 мая 2004
00:00
Поделиться