Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Айăплисене явап тыттарнă

         Район прокуратури районти хуçалăхсенче тата предприятисенче ĕçлекенсене ĕç укçи тỹлес тĕлĕшпе ĕç законодательстви мĕнле пурнăçланса пынине тĕрĕслесе пĕтĕмлетнĕ. Çакă парăмсене чылай чакарма май панă. Енчен те 2004 çулхи январĕн пĕрремĕшĕ тĕлне районти 22 организаципе предприятире 4342000 тенкĕ ĕç укçи тỹлесе татайман пулсан, апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне 19 организаципе предприятин парăмĕ 4060000 тенкĕпе танлашнă. Ĕç укçи тỹлесси вăтамран çур уйăх кая юлса пырать. Кăçал район прокуратури районти 22 предприятипе хуçалăхра ĕç законодательстви мĕнле пурнăçланнине тĕрĕсленĕ. "Яльчикская" ПК ДПМК, "Елчĕкри сельхозхими" ГУП, Елчĕкри МРТП, Елчĕкри ММПП ЖКХ, "Була", "Сатурн", "Знамя", "Надежда", "Авангард", "Труд", "Кушка", "Яманчуринский", Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, "Звезда", "МСО "Яльчикская", "Агрофирма Яльчикский крахмал" ЗАОсенче, "Мечта" ОООра РФ Ĕç кодексĕн 136 статйине пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Тĕрĕслевсем ертỹçĕсен ĕмĕтсĕрлĕх тĕллевĕпе е ытти хăйĕн интересĕсене пула ĕç укçине вăхăтра тỹлеменни çинчен каламаççĕ. Ĕç укçине производствăн пĕчĕк рентабельлĕхне пула предприятисен финанс тĕлĕшĕнчен йывăр лару-тăрăвне, тупăш пĕчĕк пулнине, банк органĕсем банк счечĕсене хупнипе чĕрĕ укçана алла илейменнине пула вăхăтлă тỹлеймен. Прокуратура туса ирттернĕ ĕçсем хыççăн апрель уйăхĕнче Андреев ячĕллĕ агрофирмăра ĕçлекенсене ĕç укçи парассине, пĕтĕмпе 145000 тенкĕ тỹлесе татнă. Çав вăхăтрах Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра парăм 106000 тенке çитнĕ. Хальхи вăхăтра çакăн сăлтавĕсене шыраççĕ. Апрель уйăхĕнче ĕçлекенсен прависене хỹтĕлесе суд урлă 84000 тенкĕ ĕç укçи шыраса илме 10 заявлени панă. Ленин ячĕллĕ, Елчĕкри ММПП ЖКХ, "Мечта" ООО, "Агрофирма "Яльчикский крахмал" ЗАО ертỹçисене ĕç законодательствине пăснă тĕслĕхсене пĕтерме хушса представленисем тăратнă, "Мечта" ОООн тĕп бухгалтерне асăрхаттарнă. Суда янă заявленисемпе ĕçлеме пуçланă. 2004 çулта ĕçлекенсен прависене хỹтĕлесе район прокуратури суда пĕтĕмпе 35 заявлени панă, 280000 тенкĕ шыраса илме ыйтнă. Предприятисемпе организацисенчи должноçри çынсене ĕç законодательствисенчи ĕç укçи тỹлессипе çыхăннă пайне пăсма юраманнипе 12 асăрхаттару панă, ертỹçĕсен адресĕпе 12 представлени тăратнă №пăхса тухнă хыççăн 9 çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă№, административлă право кодексĕн 5.27 статйин 1 пайĕпе 6 административлă ĕç пуçарнă. Икĕ предприятипе организаци ертỹçисем тĕлĕшпе РФ Уголовлă процессуаллă кодексĕн 144-145 статйисемпе килĕшỹллĕн тĕрĕслев ирттернĕ, анчах та вĕсен ĕçĕнче преступноç тунине палăртманнипе уголовлă ĕç пуçарман.



"Елчĕк Ен"
19 мая 2004
00:00
Поделиться